Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яланах - «утăм малалла»

Яланах - «утăм малалла»

"Степ» сăмах чăвашла «утăм малалла» тенине пĕлтерет. Яланах малалла талпăнаççĕ вĕсем, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. 

Çапла мал ĕмĕтлĕ шухăшсемпе, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ Арапуçĕнчи Культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи «Степ» ташă студине йĕркелесе ертсе пыраканĕ Р.Михайлова тата ташă асталăхне вĕренме çÿрекенсем. 2008 çултанпа ÿсĕм çулĕпе пыраççĕ тесен ытлашши пулмĕ. Малтанласа çак ялтан 20 ача ташă ушкăнне çÿренĕ. Р.Михайлова хăй те вăл вăхăтра Шупашкарти культурăпа искусство училищин хореографи уйрăмĕнче 2-мĕш курсра вĕреннĕ. 4 çул пĕлÿ пухать вăл, ташă студине çÿрекенсен йышĕ те ÿссех пырать, паянхи куна районĕпе тĕрлĕ ÿсĕмри 130 ача ташлама вĕренме çÿрет. Раççей, регионсем хушшинчи, республика, районти конкурссене тăтăшах хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе çулсеренех палăраççĕ. Кăçалхи çул вĕсемшĕн вара уйрăмах та тухăçлă. Раççей шайĕнчи конкурса «Степ» студине çÿрекенсен 7 тĕрлĕ ушкăнĕ куракансене 7 ташă парнеленĕ, Раççейри 10 хуларан хутшăннисем хушшинче призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Тата тепĕр çитĕнÿ. Çак кунсенче тĕп хулара «Çулталăк коллективĕ» ятпа регионсем хушшинчи 3-мĕш фестиваль-конкурсра ташăн тĕрлĕ енĕпе палăрса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарнă. Çавăн пекех «2016 çулхи талантсем» номинацинчи «Степ» ташă ушкăнне çÿрекенсене - С.Грачевăна, А.Григорьевăна тата У.Васильевăна дипломсемпе, кубоксемпе чысланă. Вĕсен талантлă педагогĕ Римма Николаевна «2016 çулхи чи лайăх хореограф» ята тивĕçнĕ.       

 



08 июня 2016
15:58
Поделиться