Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ячĕ ĕмĕрех упранĕ

Ырă ячĕ ĕмĕрех упранĕ

Пирĕн атте, Василий Егорович Егоров, пурăннă пулсассăн октябрĕн 7-мĕшĕнче 95 çул тултаратчĕ. Анчах унăн ĕмĕрĕ июнĕн 3-мĕшĕнче ирхине 3 сехетре татăлчĕ. 

Вăл Кĕтеснер ялĕнче 1921 çулта хресчен çемйинче çуралнă. 1928 çулта Кĕтеснерти пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. Унтан колхозра ĕçленĕ. 1938 çулта Арапуçĕнчи тулли мар вăтам шкула кайнă. 1941 çулта, вĕренсе пĕтерсенех, Хĕрлĕ çара хĕсмете кайма ят тухать. Вăрçă пуçланнă кунне вĕсем хамăр ялтан Польша чиккинче виççĕн пулнă. Вĕсен казармине вăрçă пуçланнă кунах бомба пăрахса сирпĕтсе аркатнă. Чĕрĕ юлнисем тÿрех тыткăна лекнĕ. Украинăри Шепетовкăри концлагерьтен ăна 1943 çулта ирĕке кăлараççĕ. Ун пурнăçне вилĕмрен çăлса хăварас тесе чăваш генералĕ хăй патне хуралта ĕçлеме чĕнсе илет. Вăл тыткăнра пулни çинчен, унти выçлăх, вилĕм куçран пăхнă пурнăç çинчен питех каласа пама юратмастчĕ. «Эпĕ курнине никамăн та курмалла ан пултăрччĕ», - тесе анчах калатчĕ. 1946 çулччен вăл чăваш генералĕ патĕнче пулать. Унтанах киле таврăнать. 1947 çулта вăл Вăрнарти ялхуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерет. 1948-1951 çулсенче Вăрмар районĕн ялхуçалăх управленийĕн вăрлăх инспекцийĕн агрономĕ пулса тăрăшать. 1948 çулта çемье çавăрать. Арăмĕ - Прасковья Дмитриевна Егорова Муркаш районĕнчи Атапай ялĕнчен. Вĕсем пĕрле 5 ача çуратса пăхса ÿстереççĕ.
1951-1956 çулсенче Мăнçырма ялĕнчи «Правда» колхозра агрономра вăй хурать. 1956 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Мичурин ячĕллĕ колхозра тĕп агроном пулса тăрăшать. 1973 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чыслаççĕ. Вăл вăхăтра республикăра пĕртен-пĕр Мичурин ячĕллĕ колхозра гектартан 41 центнер тĕш-тырă, 24 центнер типĕтнĕ хăмла пухса кĕртнĕ. Çав çулах пирĕн колхоз Мускавра ВДНХра хăйсем туса илнĕ ялхуçалăх продукцине куравра тăратса куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава илме тивĕçлĕ пулнă. 1967-1968 çулсенче Василий Егоровича ВДНХ-н бронза медальне парса чыслаççĕ. 1969 тата 1971 çулсенче атте ВДНХ-н кĕмĕл медальне тивĕçет. 1977 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче ăна «ЧР Ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят параççĕ. 1981 çулта ăна Ĕç ветеранĕ медальпе чысласа тивĕçлĕ канăва ăсатаççĕ.
Вĕсен 5 ачи те çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ. Ывăлĕсем Юрийпе Георгий Совет çарĕнче хĕсметре пулнă хыççăн иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илсе учительте ĕçлесе пенсие тухнă. Хĕрĕсем вăтам пĕлÿ илнĕ. Аля почтăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Лилия Шупашкарта строительсен медсанчаçĕнче физиотерапи уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçлет. Анне çыхăну уйрăмĕн начальникĕ пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан 2000 çулта чирлесе вилчĕ. Атте анне вилнĕ хыççăн 16 çул пурăнчĕ. 2010 çул хыççăн ăна шăллăм Георгий пăхса пурăнчĕ. Июнĕн 3-мĕшĕнче вăл пирĕнтен алă парсах ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ. Анчах унăн сăнарĕпе ырă ячĕ пирĕн асăмра яланах упранĕ.

 

 



"Урмарская районная газета"
23 июня 2016
13:42
Поделиться