Вĕсене манас марччĕ
Июнĕн 22-мĕшĕ - вăрçă пуçланнă кун, Астăвăмпа хурлану кунĕ. 75 çул каялла вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ пирĕн çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем. Мĕн чухлĕ хуйхă-суйхă, асап-нуша, çухату.
Вăрçă пырса тивмен çемье юлман-тăр пирĕн çĕршывра. Кашни килтех кам та пулин фронтра çапăçнă, хăш-пĕр çемьесенчен вара виççĕн, тăваттăн е ытларах та, нумайăшĕ каялла тăван киле таврăнайман, тăшманпа çапăçса пуçĕсене хунă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн Тикаш ялĕнчен 282 çын тухса кайнă, вĕсенчен 122-шĕ каялла таврăнайман. Çĕршыва хÿтĕлеме чи малтан кайнисен шутĕнче: Павел Семенович Кудров, Иван Иванович Родионов, Иван Иванович Иванов, Герман Андреевич Андреев, Алексей Матвеевич Чернов, Александр Филимонович Филимонов, Василий Александрович Александров, Иван Николаевич Питеров. Шел пулин те, вĕсенчен иккĕшĕ кăна, Кудровпа Питеров, киле çаврăнса çитме пултарнă.
Фронта хăш-пĕр çемьесенчен темиçешер çын тухса кайнă. Филипп Степановсен çемйинчен вăрçăра пур ултă ывăлĕ те çапăçнă: Никандр /1907 ç./, Константин /1911 ç./, Петр /1914 ç./, Василий /1918 ç./, Иван /1920 ç./, Сергей /1922 ç./. Вĕсенчен чи кĕçĕнни Сергей каялла килеймен. Черновсен вăрçа виçĕ пĕртăванĕ - Алексей /1911 ç./, Геннадий, Григорий /1916 ç./ тухса кайнă. Пурте Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçĕсене хунă. Фронтра çавăн пекех тата тепĕр виçĕ пĕртăван - Георгий, Иван, Павел Черновсем - çапăçнă. Иван Тимофеевич киле инвалид пулса таврăннă. Эпир çуралса ÿснĕ урамран сакăр килтен вăрçа - Григорий Игнатьевич Волков /1910 ç./, Иван Матвеевич Матвеев /1916 ç./, Илья Михайлович Михайлов /1910 ç./, Павел Сергеевич Зайцев /1903 ç./, Алексей Софронович Софронов /1919 ç./ - тухса кайнă. А.Софроновсăр пуçне пурте ĕмĕрлĕхех ют çĕрте выртса юлнă. Демьян Илларионович Нарсов, Степан Егорович Тимушкин, Филимон Петрович Петров вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Михаил Кириллович Кирилловăн /1926 ç./ пурнăçĕ 1944 çулхи августăн 26-мĕшĕнче 18 çултах татăлнă, вăл хаяр çапăçура вилмеллех аманнă.
Эпир вĕреннĕ вăхăтра Тикашри шкулта вăрçă участникĕсем: Василий Николаевич Моклаков, Максим Максимович Трофимов, Степан Иванович Иванов, Владимир Терентьевич Терентьев, Алексей Антипович Тимаков, Шăхальти вăтам шкулта Вениамин Захарович Захаров, Филипп Андреевич Андреев, Николай Еремеевич Еремеев тата ыттисем те ĕçленĕ. Тикашри «Герой», каярахпа Сталин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулса /1956-1961 çулсенче/ вăрçă участникĕ Федор Иванович Кандаков ĕçленĕ. Ун умĕн Илья Филимонович Филимонов пулнă. Вăл та вăрçă участникĕ. Ял варринче, йывăçсем хушшинче иртнĕ вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă палăк мăнаçлăн курăнса ларать. Кунта килекен кашни çын ун умĕнче пуç таять.
Тикашсем палăка яланах типтерлесе пăхса тăраççĕ. Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ тĕле ăна çĕнетсе юсарĕç.
Вăхăт шăвать, çул хыççăн çул иртет. Çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пурнăçне шеллемесĕр вăрçăра çапăçнă кашни салтак ячĕ халăх асĕнче ĕмĕр упрантăр.