Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăшă сăмахсем каланă

Ăшă сăмахсем каланă

Раççей МЧСĕ 2016 çула «Пушар хуралĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Çавна май пирĕн районта хăш-пĕр мероприятисем иртрĕç те ĕнтĕ. Вĕсем пирки эпир хаçат страницисенче пĕлтерсех тăратпăр. Паллах, палăртнă çул чи малтан пушарнăйсене пырса тивет, анчах та вăл ялта е хулара пурăнакан кашни çыннах хумхантармалла. «Пирĕн хваттерте е кил-çуртра, производство вырăнĕсенче, техника таврашĕнче вут-çулăм ан тухтăр», - тесе тимлет кашниех.

Пушарнăй профессийĕ пушар сÿнтерессипе çеç çыхăнман, чи малтан профилактика ĕçĕсем йĕркелессипе тăрăшмалла. Çамрăк ăрăва инкек-синкекрен сыхланмаллине, синкерлĕ лару-тăрура харпăр хăйне еплерех тытмаллине вĕрентмелле. Çавăнпа ĕнтĕ пирĕн районти пушар хуралĕпе çăлавçăсен 39-мĕш чаçĕн сотрудникĕсем шкул ачисемпе тăтăш тĕл пулаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче, уявсенче хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Çапла, пушарнăйсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, патриот воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ.
Иртнĕ кунсенче МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп Управленийĕ Раççейре пушар хуралне йĕркеленĕренпе 367 çул çитнине палăртса хастар пушарнăйсемпе ветерансене пухса савăнăçлă тĕлпулу ирттернĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă, пушарнăйсен ĕç-хĕлне лайăхпа хакланă, пурне те професси уявĕпе саламланă. Уява пирĕн районтан Пушар инспекцийĕн пуçлăхĕ пулса чылай çул ĕçленĕ Николай Борисов хутшăннă. Хăй вăл çуллахи вăхăтра поселокрах пурăнать, хĕллене Шупашкарта ирттерет пулин те Вăрмара та манмасть, тăтăшах килсе çÿрет. Библиотекăра-и, музейре-и, шкул ачисемпе, çамрăксемпе тĕлпулусем е ытти тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ чухне йыхравланă çĕре çитме тăрăшать.
- МЧСĕн клубĕнче йĕркеленĕ чаплă уява чĕннишĕн питĕ савăнтăм, - пĕлтерет Николай Васильевич. _ Унта ытларах çамрăкраххисемччĕ ĕнтĕ, хальхи вăхăтра пушар хуралĕнче тăрăшакансем. Çапах та, пире те, тивĕçлĕ канăва тухнисене, манса хăвармарĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни ветеранах алă тытса саламларĕ, патриот воспитанийĕ парас ĕçе хутшăннишĕн тав турĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп Управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор пушар хуралĕн ветеранне Н.Борисова «Раççей Федерацийĕнче МЧС туса хунăранпа 25 çул çитнĕ ятпа» медаль парса чыс тунă.

 



02 июля 2016
10:09
Поделиться