Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Командăпа штаб тренировкинче

Командăпа штаб тренировкинче

«Сыхланакана Турă сыхлать», - теççĕ халăхра. Ку каларăш ахальтен  мар ăруран-ăрăва куçса пырать пулĕ. Çыннăн пур енĕпе  те сыхă пулмалла, хуть те мĕнле лару-тăруран та  хăйне сиен кÿмесĕр тухма пĕлмелле.

Çак тĕллевпех июлĕн 13-14-мĕшĕсенче чрезвычайлă лару-тăрура çынна пулăшу кÿрекенсемпе - пирĕн районта командăпа штаб тренировки пулса иртнĕ. Вĕренÿре пушар таврашĕ тухас пулсан, шывра инкеке лексен е çутçанталăк пулăмне пула инкек ума çитсе тăрсан çынна пулăшасси тата гражданла оборона енĕпе харпăр хăйне тытма пĕлнине тата ку енĕпе тĕрлĕ ситуаци килсе тухсан кашни çыннăн мĕн ĕçлемеллине палăртса вĕрентÿ майĕпе пăхса тухнă.
Малтанхи кун тренировкăн хатĕрленÿ этапĕ пулнă, кунта нормативлă право акчĕсене тата районти пулăшу службисен документацисене тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех эвакуаци йышăнăвĕн пункчĕсен ĕçĕ-хĕлне, хÿтĕленÿ сооруженийĕсене, хÿтĕленÿ япалисене паракан пункта, сиенленнĕ транспортпа тум-тире тĕп тăвас тата санитари йĕркине тытса тăрассин ĕçĕ-хĕлĕсене пăхса тухнă.
Июлĕн 14-мĕшĕнче вара практикăлла мероприятисем иртнĕ. Вĕсенче районта чрезвычайлă лару-тăру килсе тухас пулсан пулăшу службисен ĕç-хĕлне практикăра хакланă: нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕнни, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрĕ» ЧР бюджет учрежденийĕнче пушар тухни, çул-йĕр çинче авари пулса çунтармалли-сĕрмелли материалсем тăкăнса кайса пăтăрмахсем пулни тата унта çынсем инкек курни, террористла пулăм вăхăтĕнче районти тĕп больницăри трансформатор подстанцийĕнче электроэнерги сÿнсе ларни. Çак практикăлла ĕçсене пурне те пурнăçласан районти пулăшу паракан службăсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленин начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Г.Михайлов командăпа штаб тренировкин ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе пирĕн районта чрезвычайлă лару-тăру килсе тухсан пур енĕпе те хатĕррине палăртнă тата яваплă ĕçе хутшăнса хăйсен профессийĕнчи пултарулăхне кăтартнине палăртса тав тунă.
Командăпа штаб тренировкинче специалистсем темле лару-тăрура та пулса курчĕç, анчах пурнăçра çавăн пекки ан пултăрах. 

 



16 июля 2016
14:50
Поделиться