Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Илле кунĕ

Православи тĕнне ĕненекенсем августăн 2-мĕшĕнче Илле кунне паллă турĕç.

Вăл чи аслă пророксенчен пĕри пулнă, мĕн пĕчĕкрен пушхирте типĕ тытса, кĕлĕ вуласа пурăннă. Çумăр çутарма, йĕпе-сапа вăраха кайсан лайăх çанталăкпа савăнтарма уншăн кĕлĕ тăваççĕ. Çак кун ĕçлеме юраман, çапла туни Илле пророка хисеп тумасăр кÿрентерни шутланнă.

Чăваш мĕн ĕлĕкрен ку уява çĕнĕ çĕрулмипе кĕтсе илнĕ. Пирĕн асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем çĕнĕ тухăçа Илле кунĕччен çиме хăяйман.

Тата халăх сăнанă тăрăх, çак кунтан пуçласа кÿлĕри шыв çуллахи пек ăшă мар, сивĕнме тытăнать, кун та самаях кĕскелме пуçлать.

 



"Урмарская районная газета"
03 августа 2016
16:31
Поделиться