Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аслă ăрурисене - пулăшу

Пенси ÿсесси тата социаллă пулăшу парасси пурнăçра яланах актуаллă. Раççей Правительстви аслă ăрурисемшĕн тăрăшса  каллех ку енĕпе ыйтăва çĕкленĕ. Пенси ыйтăвĕ пирки  Раççей Федерацийĕн  Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи  уйрăмĕн управляющийĕ Р.КондратьевА çапла пĕлтерет:

- Роза Алексеевна, паян Пенси фончĕ республикăра пурăнакан 366 пин çынна тĕрлĕ енлĕ пенси тÿлет. Вĕсене федераллă шайпа еплерех пулăшу параççĕ?
- Экономикăллă лару-тăрăва шута илсе Раççей Правительстви ĕçлемен пенсионерсене кăçалхи пĕрремĕш çур çулта уйрăмшарăн пулăшнă: январьтен пенсионерсене регионти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине шута илсе федераллă социаллă хушма тÿлевпе тивĕçтернĕ, ватлăхпа паракан страховани пенсийĕсене, инвалидсене тата тăрантаракана çухатнисене паракан пенсисене февральтен 4 процент индексациленĕ. 
Пенсионер ĕçрен тухсан индексаци виçине хăй ыйтса çырмасăрах илет, мĕншĕн тесен Пенси фончĕ кирлĕ сведенисене ĕçпе тивĕçтерекентен кашни уйăхрах илсе тăрать. Енчен те пенсионер тепĕр хут ĕçе вырнаçрĕ пулсан, унăн страховани пенси виçи пĕрре те чакмасть. 2016 çулхи март уйăхĕнчен ĕçлеме пăрахнă Чăваш Республикинчи15,5 пин пенсионерăн пенсине индексациленĕ. Социаллă пенсине пырса тивекеннине апрель уйăхĕнчен 4 процент индексациленĕ.
Индексаци тунине шута илсен Чăваш Республикинче ватлăхпа тухнисен вăтам пенсийĕ 11,9 пин тенкĕпе танлашнă, социаллă пенси - 7,5 пин тенкĕ. Инвалид ачасен тата ачаран инвалида тухнă 1 ушкăнрисене тÿлекен социаллă пенси 11,9 пин тенке çитнĕ. Икĕ пенси илекен Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен вăтам пенси укçи 31 пин тенкĕ.
- Ĕçлекен пенсионерсене август уйăхĕнче пенсине çĕнĕрен шутласа панă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем мĕнлерех-ши?
- Ĕçлекен пенсионерсен страховой пенсине август уйăхĕнчен 2015 çулхи страховани взносĕпе тата 3 пенси балне илсе çĕнĕрен шутласа панă. Чăваш Республикинче 91 пин пенсине çĕнĕрен шутласа пани иртнĕ çулхи пекех вăтамран 136 тенкĕ пулнă. Çак çул вĕçлениччен пенси укçине ÿстерме 60 млн тенкĕ ярса пама палăртнă.
4 çул каяллах пухăнса ?накопительный/ пыракан пенсие тÿлеме тытăннăччĕ. Кашни çулах ăна пенсионерсем илсе пыраççĕ.
Çапла, ку пенсионерсемшĕн пысăк пулăшу пулчĕ. Çул пуçламăшĕнчен шутласан пуçтарăнса пынă пенсине пĕр хутчен Чăваш Республикинчи 14 пин пенсионер 175 млн тенкĕ илнĕ.
- Чылай пенсионерсем инвалида тухса федераллă çăмăллăхсем илеççĕ. Патшалăх çак категориллĕ граждансене еплерех пулăшу кÿрет?
- Федераллă çăмăллăх илекенсене уйăхсерен тÿлекен укçана тата социаллă пакета февральтен 7 процент индексациленĕ.
Чăваш Республикинче паянхи куна 104,5 пин федераллă çăмăллăх илекенсем. Кашни уйăхра тÿлекен укçи вĕсен - 2,2 пин тенкĕ. Социаллă пакет, унта эмел, транспортпа çÿресси тата санаторипе курорт пайĕ кĕрет, 995 тенкĕ.
Кашни пенсионер кунта укçа хушса илни палăрать. 
Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Республикинче пенси тата социаллă тÿлев çул пуçламăшĕнченех Пенси фончĕн бюджетĕнчен 34 млрд тенкĕ кайнă. Ача амăшĕн капиталне илме ирĕк пур ачаллă çемьесене тепĕр 2 млрд тенкĕ ытла тÿленĕ.
2017 çулхи январьте Раççей Правительстви пенсионерсене пĕр хутчен 5 пин тенкĕ укçа пама шутланă.
Статистика органĕсен кăтартăвĕсем тăрăх - 2015 çулта çĕршывра инфляци 12,9 процентпа танлашнă. Страховани тата социаллă пенсисене, çÿлте палăртнă пекех, 4 процент индексациленине каларăмăр ĕнтĕ.
Индексаци хыççăнхи кашни уйăхри тÿлев 1 пин тенкĕ пулнине шута хурса 2016 çулхи августран пуçласа декабрь уйăхĕнчи хушăм виçи вăтамран 5 пин тенкĕ пулассине палăртса çак пĕр хутчен паракан тÿлеве çирĕплетнĕ.
- Пенси индексацийĕ вырăнне пĕр хутчен тÿлессине йĕркеленĕ-и?
- Социаллă пулăшу йĕрки тĕрлĕ майпа пулса пырать. 
Пĕрремĕшĕнчен, пĕр хутчен паракан тÿлеве Пенси фондĕнчен пенси илекен Раççей гражданинĕ шутланакан тата çĕршыв территорийĕнче яланах пурăнакан пенсионерсем илеççĕ. Индексаци тунă пулсан социаллă пенсисем тата ĕçлекенсен пенсийĕсем ÿсместчĕç. Чăваш Республикинче пĕр хутчен паракан тÿлеве 366 пин çын тивĕçет. Пĕтĕмпе çак тĕллевпе 1,8 млрд тенкĕ укçа уйăрма палăртнă.
Иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕмĕшле тÿлев виçи пенсисен иккĕмĕш индексаци хушăм виçипе танлашать.11,6 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пенси илекенсемшĕн тÿлеве пĕр хутчен пани тупăшлăрах та. Мĕншĕн тесен индексаци хыççăнхи кашни уйăхри тÿлев 1 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пулать. Виççĕмĕшĕнчен, пенсионер тÿлеве пĕр харăс илет. Çакăн пĕлтерĕшĕ те самаях.
- Мĕншĕн 5 пин тенкĕ тÿлеве январьте параççĕ?
- Укçана çитес çулхи январь уйăхĕнче пенсипе пĕрле кăна пани Раççей Правительстви саккунне хатĕрленипе тата ăна РФ Патшалăх Думи пăхса тухса çирĕплетсе тÿлев хучĕсене йĕркеленипе те çыхăннă.
- 2017 çулта пенсисене мĕнле индексацилеççĕ?
- 2016 çулта пенсие индексацилесси вăхăтлăх пулнă. 2017 çулта РФ пенси саккунĕпе килĕшÿллĕн туллин индексацилеме йышăннă. Февралĕн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсене Росстат кăтартăвĕсемпе 2016 çулхи инфляци шайне шута хурса ÿстерме палăртнă. Социаллă пенсисем апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăнмалли вăтам виçе ÿсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпарĕç.



07 сентября 2016
08:41
Поделиться