Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕр тулăхĕ хĕле тăрантарать

Кĕр тулăхĕ хĕле тăрантарать

Октябрĕн 26-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче  Ялхуçалăхăн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ ĕç вăхăчĕ вĕçленчĕ темелле, кăçал мĕн акса, лартса туса илнине шута илсе пĕтĕмлетмелли вăхăт çитрĕ. Çанталăкĕ те ялхуçалăх ĕçченĕсене хăйĕн тÿнтер енĕсене чылай кăтартрĕ пулин те, уява нумайăшĕ савăнма, пĕр-пĕрне курса хăйсем хушшинчи тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма килнĕ.

Районти Культурăпа кану çуртĕнче ял тăрăхĕсенчи тата районти тĕп библиотекăри ĕçченсем ялхуçалăх продукцийĕсенчен курав хатĕрленĕ. Çавăн пекех кунта райпон обществăлла апатлану предприятийĕн, «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин продукцийĕсене тăратнă.
Район пуçлăхне М.Пуклакова, райадминистраци пуçлăхне А.Тихонова, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместительне Т.Казаковăна уявра Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Курава хатĕрлекенсем кашниех кĕрхи çимĕçсенчен хатĕрленĕ хăйсен тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. 
Культурăпа кану çурчĕн залĕнче районти ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен руководителĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, производствăра малта пыракансем, ялхуçалăх отраслĕн ветеранĕсем пухăнчĕç.
Уяв «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх юрринчен пуçланчĕ. Залра ларакансем пурте çĕр ĕçченĕсене хисеплесе халăх юррине ура çинче тăрса итлерĕç. 
Чи малтанах тĕп докладпа райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев тухса калаçрĕ, районти ялхуçалăх ĕçĕсен кăçалхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16907 гектар çинче акса лартса 34,7 пин тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ. Пур тĕрлĕ ялхуçалăх предприятийĕсене шута илсен çĕрулмие районта 2259 гектар çинчен 50,8 пин тонна пухса илнĕ. Николай Михайлович районти ялхуçалăх ĕçченĕсене ырми-канми ĕçшĕн пĕтĕм чунтан тав турĕ.
Уяв ячĕпе ялхуçалăх ĕçченĕсене район пуçлăхĕ М.Пуклаков саламларĕ. Вăл залра пухăннисем хушшинче агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем пурришĕн, вĕсем паянхи кун та канашсем парса пулăшнăшăн, пĕрле пулнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Михаил Анатольевич патшалăх пулăшăвĕпе активлă усă курма, çитес çулсенче лайăх тухăç туса илме, çывăх çынсен тимлĕхне туйса пурăнма сунчĕ. Малашне районта хăмла çитĕнтерессипе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова çĕр ĕçченĕсен ĕçĕ çав тери йывăр, çапах та чи пархатарлă пулнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов районти ялхуçалăх ĕçченĕсене пархатарлă ĕçĕшĕн тав туса уяв ячĕпе саламларĕ. «Ялхуçалăхĕнче лайăххи те пур, анчах та çитменлĕхсем те чылай-ха. Малашне патшалăхăн пулăшу программисемпе усă курса вăй илмелле пултăр», - терĕ А.Тихонов. Çавăн пекех вăл малашне Чăваш Республикине хăмла республики туса хурасси пирки каларĕ, ялхуçалăх ĕçченĕсене вăй-хăват, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме сунчĕ.
«Чăваш Республикин продовольстви фончĕ» хысна унитари предприятийĕн директорĕн заместителĕ А.Егоров та Вăрмар районĕн пултаруллă çыннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Районти хресченсене патшалăхăн пулăшу программисемпе анлăрах усă курма май пурри çинчен, райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ĕçченĕсене вĕсене çак енĕпе ăнлантарса, çул уçса памалли пирки каларĕ.
Районти агропромышленноç ветеранĕсен ятĕнчен уяв ячĕпе Г.Эверсков саламларĕ. Вăл залра ларакансене хăй ĕçленĕ çулсем çинчен каласа кăтартрĕ.
Уяв тăршшĕпех сумлă çынсем йăлана кĕнĕ йĕркепе ĕçре палăрнисене чысларĕç. Ялхуçалăх отраслĕн паллă çыннисем Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин, Вăрмар район пуçлăхĕн, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп, Тав хучĕсене, Дипломĕсене, парнесене тивĕçрĕç.
Районти ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсемшĕн чăваш эстрада артисчĕсен савăнăçлă концерчĕ парне пулчĕ.



29 октября 2016
09:53
Поделиться