Асăрханулăха ÿстерни - хамăршăнах
Çанталăкăн улшăнуллă кунĕсем çывхарса çитрĕç. Юр çăвать те ăшăтса ирĕлтерет, çак самантра çул-йĕрсем пăрлаклă пуласси каламасăрах паллă. Хальхи вăхăтра çул-йĕр çинче уйрăмах тимлĕхе ÿстермеллине пурин те асрах тытмалла. Инкек куçа курăнса килмест.
Кăçалхи 10 уйăхра пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕсене пăхса тухас пулсан, пĕрисем автомашинăсене самолет вырăнне хурса çил пек вĕçтернипе килсе тухнă, теприсем - руль умне эрех ĕçсе ларнипе. Çапла вара çак вăхăт тĕлне çул çинче 13 авари пулнă. Унта 2 çын вилнĕ, 14-шĕ аманнă, пĕлтĕр 23 аваринче виçĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр талнă, 36-шĕ тĕрлĕрен суран тÿснĕ.
Кăçал январь-октябрь уйăхĕсенче 2283 çынна административлă явап тыттарма тивнĕ, вĕсенчен пассажирсем хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çыхман, çуран çÿрекенсем е çул варрипе пынă, ятарлă палăртман вырăнтан çул урлă каçнисем те пур. Çул-йĕр правилисене ГИБДД сотрудникĕсем валли кăна кăларман, ăна пурин те пăхăнмалла. Çын инкек тÿсесси те правилăсене пăхăнманнипех килсе тухаççĕ. Апла пулсан пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемеллех. Тĕслĕхрен, ÿсĕр водителе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕсен сотрудникĕсем тытса чарсан ытларах чухне çынсем хăйсен кăмăлсăрлăхне палăртаççĕ, хăйсене умра мĕнле инкек кĕтме пултарнине шутламаççĕ. Руль умĕнче ларакансен хăвăртлăха çул-йĕре кура тата çулсем çинче лартнă паллăсене шута хурса кăна ÿстермелле. Унсăр пуçне автомашинăсен ураписене хĕллехипе улăштармалли çинчен те манмалла мар.