Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хисеплĕ киномеханик

Раççейре 2016 çул Кино çулĕ.  Çак тĕллевпех эпир чылайранпа пĕлекен Кĕтеснер ялĕнчи Герасим Иванович Иванов киномеханикпа курнăçрăмăр.

60-70 çулсенче ялсенче телевизорсем алăри пÿрнесем çинче шутламалăх çеç пулнă. Ял çыннисем хăйсен пушă вăхăтне ирттерме клубсемпе кану çурчĕсене пухăннă. Вĕсенче вара хамăр тата ют çĕршывсенче кăларнă кинофильмсем кăтартатчĕç. Инди кинофильмĕсене пăхнă чухне вара ларма-тăма вырăн çукчĕ. Чăнахах хисепре пулнă киномеханик ĕçĕ. Герасим Иванович 1935 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. 1942 çулта ашшĕ вилни çинчен хыпар çитсен вăл çемьере асли пулса юлать. Кĕçĕн йăмăкĕсене тата амăшне пулăшма тивет унăн. Шкулта вăл çичĕ класс пĕтернĕ, колхозра ĕçленĕ. Кĕçех салтак ячĕ тухнă ентеш каччăн. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçласан яла таврăннă. Кунтах тĕпленсе тымар яма шут тытнă. 1957 çулта ăна киномеханик ĕçĕпе ĕçлеме сĕннĕ. 3-мĕш категориллĕ киномеханик профессине алла илнĕ хыççăн малтан Чулкас ялĕнче, унтан Чупайĕнче, юлашкинчен мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Кĕтеснерте киномеханик пулса тăрăшнă.
Çул хыççăн çул хыçа юлнă. Хăйне шанса панă ĕçе чун-чĕре ыйтнă пек пурнăçланă вăл. Ялти культура çуртĕнче Инди кинофильмĕ пулассине систерсе тăватă çĕрте пĕлтерÿ çакнă. Ватă-вĕтĕ пĕрин хыççăн тепри кану центрне васканă. Зал лăк тулли. Çынсем кунта канма килеççĕ. Вăхăт нумаях та иртмест, унта черетлĕ сеанс пуçланнине пĕлтерсе, çутă ерипен сÿнет. «Ял çыннин канăвĕ усăллă та савăнăçлă ирттĕр», - акă мĕнле тĕллев пулнă киномеханикăн. Пĕр шутласан, унăн ĕçĕнче нимĕнле йывăрлăх та пулман тейĕн. Чăннипе вара çаплах-ши? Çук пулĕ. Сеанс 1,5 сехете е ытларах та пынă. Унăн ĕç кунне пĕтĕмлетес пулсан, вăл тăхăр, тепĕр чухне вунă сехете те тăсăлнă: ир-ирех тăрса сакăр çухрăмри район центрне çитмелле, паян кăтартма палăртнă кинолентăна кÿрсе килмелле. Ун хыççăн вĕсен пахалăхне пĕлмелле, татăлнисене сыпмалла, киноаппаратурăн «сывлăхĕпе» интересленмелле. Ытти çĕрти пекех киномеханика та план çитерсе панă. Тĕслĕхрен, уйăхра 30-35-е яхăн сеанс /унпа пĕрле ача-пăча сеансĕсем/ кăтартмалла, палăртнă чухлĕ кассăна укçа-тенкĕ хывмалла. Кино куракансен йышне ÿстересси те унăн тивĕçĕ пулнă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла çак профессипе ĕçлесе кино кăтартнă. Тăрăшуллă та хисеплĕ ĕçшĕн Герасим Ивановича хисеп грамотисемпе чысланă. Ялта вăл хисеплĕ те сумлă çынсенчен пĕри. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул пултăр Сирĕн, хисеплĕ Герасим Иванович.



07 декабря 2016
16:09
Поделиться