Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех халăх асĕнче

Паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех халăх асĕнче

Февралĕн 15-мĕшĕнче республикăра, пирĕн районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем çапла пулчĕç: ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухни, 2017 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пенсие  5,4 процент чухлĕ индексацилени, "Раççей Федерацийĕнче экологи çулталăкне ирттересси çинчен" РФ Президенчĕн  2016 çулхи январĕн 5-мĕшĕнчи 7-мĕш номерлĕ Указне пурнăçласси, "2017 çула Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулни çинчен" ЧР Пуçлăхĕн 2016 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи 174 номерлĕ Указне пурнăçласси. Информаци ушкăнĕсен тĕллевĕ Тикаш, Шăхаль, Пинер, Чупай, Чулкас ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакан халăхпа тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явасси пулчĕ.

Информаци кунне района килнĕ информушкăн йышĕнче Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ А.Тимофеев, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина пулнă, пурĕ 5 ял тăрăхне çитсе килнĕ.
Яланхиллех ĕç кунĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Тихоновпа тĕл пулнинчен пуçланнă. Малтанах савăнăçлă лару-тăрура амăшĕсене амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификачĕсене панă. Хаклă документа Вăрмар поселокĕнчи Елена Захарова, Кавалти Екатерина Александрова илнĕ.
Унтан çак кун Вăрмар поселокĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе афганец-воинсене чысласа вĕсен ячĕпе халалласа лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Районтан Афган вăрçине хутшăннă ĕнерхи салтаксем, районта пурăнакансем, райадминистрацинче ĕçлекенсем, шкул ачисем, пенсионерсем хутшăнчĕç.
Митинга Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов уçрĕ, çак кун çĕршывра пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса район пуçлăхне М.Пуклакова сăмах пачĕ. Михаил Анатольевич хăй те офицер пулнă май пухăннисене саламларĕ, присяга тытнă салтакăн тивĕçне яланах пурнăçламалла, пирĕн ентешсем ăна чыслăн пурнăçланă. Уншăн вĕсене чыс та мухтав. Унтан вăл шкулсенче кадет класĕсем, "Çамрăк армеецсен" юхăмĕсем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Чи активлисем паян кунта хутшăнма тивĕçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пухăннисене саламланипе пĕрлех шкулсенче Афган вăрçине хутшăннă салтаксен ятарлă кĕтесĕсене йĕркеленине асăнчĕ. Районтан Афганистан вăрçине хутшăннисен ячĕпе В.Александров сăмах каларĕ. Шăплăх минучĕ хыççăн афганецсем те, мероприятие хутшăнакансем те Афган вăрçине хутшăннисене халалласа асăнса лартнă палăк умне гирлянда, чĕрĕ чечексем хучĕç.
Тикаш ял тăрăхĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ А.Тимофеев ялти райпо лавккинче пулнă, шкулта, библиотекăра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Хăйĕн сăмахĕнче А.Тимофеев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Çырăвне нумай тимлĕх уйăрнă. Çырура республикăри обществăпа политика тата экономика лару-тăрăвĕн, регионăн инновацилле аталанăвне, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕ, промышленноç производствипе агропромышленноç ыйтăвĕсене хускатнине каларĕ вăл. Кăçал Раççейре Экологи тата республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине сÿтсе явнă май, мĕнпур вăя çемье хаклăхĕсене аталантарассипе, экологие, çынсен сывлăхне, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе ĕçлеме палăртнине пĕлтернĕ.
Шкул коллективĕпе тĕл пулнă май, тĕрлĕ актуаллă ыйтусене хускатнă. Ял халăхне "Тикаш_Вăрмар" автоçул участокне юсасси, Тикашри фельдшерпа акушер пунктне газификацилесси, вĕрентекенсене коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли социаллă пулăшупа тивĕçтересси тата ытти чылай ыйтусем те хумхантараççĕ.
Чулкас ял тăрăхĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ О.Казарина, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов пулнă. Вĕсем çынсемпе Чулкасри Культура çуртĕнче, библиотекăра, шкулта, çавăн пекех Анаткасри клубра тата фельдшерпа акушер пунктĕнче тĕл пулса калаçнă.
Пинер ял тăрăхĕнче Вăрмар районĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикипе спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов пулнă.
Чупай ял тăрăхĕнчи çынсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова пулнă. 
Информушкăн халăхпа пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн Алинăпа Димитрий Якимовсен çемйинче пулнă, Софья ятлă хĕрача çуралнă ятпа саламланă,ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн саламлă открыткине панă.
Шăхаль ял тăрăхĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Михайлов, Раççей МЧСĕн ЧР Тĕп управленийĕн Вăрмар районĕнчи надзорпа профилактика ĕçĕ-хĕлĕн начальникĕ Д.Григорьев ял администрацинче вăй хуракансемпе, шкул ĕçченĕсемпе тата вырăнти халăхпа ялти хăтлă клубра тĕл пулса информаци кунĕнчи ыйтусене сÿтсе явнă май ыйту-хурав мелĕпе ĕçлĕ калаçу йĕркелерĕç. 
Чи малтанах вĕсем М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне туллин хакларĕç, ăна тишкерчĕç. Çавăн пекех Анатолий Николаевич кăçалхи çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май республикăра, пирĕн районта, ял тăрăхĕсенче çемье статусне, амăшĕпе ашшĕн чыс-хисепне çĕклеме пулăшакан мероприятисем ирттересси пирки калаçрĕç. Тин кăна Лия Алексеевнăпа Борис Николаевич Ильинсен пепке çуралнă, çак ятпа районтан килнĕ яваплă çынсем телейлĕ çемьене чысларĕç. 
Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май хамăр пурăнакан территорисене тирпей-илем кĕртмеллине, йывăçсем ытларах лартмаллине асăнчĕ А.Михайлов. Кусем кашни çулах тумалли ĕçсем ĕнтĕ. 
Кăçал вара вĕсене уйрăмах та пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çул-йĕр ыйтăвĕ те канăç памасть шăхальсене. Ку енĕпе вырăнти тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсене асфальт сарас ĕçе подрядчиксем кĕçех пуçăнассине пĕлтерчĕ Анатолий Николаевич. 
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах тимлĕ пăхăнмаллине Вăрмар районĕнчи надзорпа профилактика ĕçĕ-хĕлĕн начальникĕ Д.Григорьев асăрхаттарчĕ, астăвăм брошюрисене валеçрĕ.



18 февраля 2017
11:45
Поделиться