Тăрăшса вăй хурсан - ватлăхра канма аван
Çын хăйне мĕнле тытни вăл миçере пулнинчен мар, хăйне миçери пек туйнинчен килет тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав халăхра. Çак сăмахсем шăп та лăп Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранне Михаил Иванович Дискантова пырса тивеççĕ те.
Никам та çак вашават та çирĕп ăс-тăнлă, кулленхи пурнăçпа кăсăклансах тăракан çын асăннă ялта арçынсенчен чи ваттисенчен пĕри тесе калаймĕ. 1930 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнăскер ачаллах вăтăрмĕш çулсенчи пăтăрмахлă çулсене курнă. Ашшĕ, Иван Александрович, 1938 çултах çĕре кĕнĕ, çавăнпа та йышлă çемьене унăн амăшĕн, Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Ивановнан хăйĕн çинче, тĕрĕсрех аслă ачисем пулăшнипе, туртма тивнĕ. Пилĕк çултах тăлăха юлнăскер вĕсене мĕнле йывăр килнине те вăл пĕлнĕ. Çавăнпа та вăрçă вăхăтĕнчи шартлама сивĕре Аслă Чак ялĕ çывăхĕнче нимĕç фашисчĕсен çарĕсем тапăнса кĕресрен хÿтĕлев сооруженийĕсене чавнă май ачисем çинчен те манман, май килнĕ таран киле çитсе пулăшма тăрăшнă. Çулла вара тырă вырма çемйипе пĕрлех тухнă. Пилĕк ыратать-и, çурлапа алла каснă-и - çапах малалла ĕç кунĕ тумалла пулнă. Çав вăхăтра Мишăн икĕ пиччĕшĕ фронтра çапăçнă. 1919 çулта çуралнă Петĕрĕн вăл Канашри вакунсем юсакан заводра ĕçленĕрен вăрçăран «бронь» пулнă пулин те хăй ирĕкĕпе тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, виçĕ çул çурă ытла вут-çулăмра пулнă танкист вăрçа Чехословакире вĕçленĕ. Тепĕр пиччĕшĕ Николай Иванович та вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, халĕ те ялта пурăнать, ялти чи ватă арçын. Михаил Ивановичăн малашнехи пурнăçне малалла ăнтăлас, ырă ĕç тăвас енĕпе вĕренес килнипе çыхăнтармалла. 1946 çулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кивĕ Вăрмарти виçĕ йĕкĕт Улатăрти вăрман техникумне вĕренме кайнă. Вĕреннĕ пĕр хушă, укçа çуккине пула Вăрмартан пуйăс тăррисенчен куçса Улатăра çÿренĕ. Вăрçă хыççăнхи çитмен пурнăç - вакун тăрринче те хурахсем хуçаланнă.
Михаил Иванович каласа панинчен: «Пĕррехинче пĕр çÿллĕ çамрăк пырса ларчĕ те кутамккари пур япалана - кăштах укçа, документсем, килтен парса янă апат - кăларма хушрĕ. Пурне те илсе кайрĕ, анчах малтан пĕр çăкăр чĕллине пайласа пачĕ. Пурте выçă пулнă пуль çав. Анчах та ун хыççăн Улатăр çулне мантăм». Çакăн хыççăн вăл Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики çумĕнчи ФЗО /фабрикăпа заводсен вĕрентÿ/ шкулĕнче вĕренсе столяр профессине алла илет, çак специальноçпах кунта ĕçлет. Çамрăка часах инçет илĕртет, 1951-1953 çулсенче вăл Свердловск облаçĕнче Богославски алюмини завочĕ çумĕнчи Краснотуринскри вăрман хуçалăхĕнче йывăçсем касакан тата вĕсене тирпейлекен пулса тăрăшать. Паян кун та вăл пĕрле ĕçленĕ Атăлçи тăрăхĕнчи Герман Нейман нимĕçе ырăпа аса илет. Вăл пирĕн ентеше хăйĕн патĕнче усрать. Çапла вара туслăх эпир мĕнле наци çынни пулнинчен мар, пĕр-пĕрне ăнланнинчен килет. Çак вăхăтрах Михаил Иванович куçăмсăр майпа вĕренме Мускаври ют чĕлхесен институтне кĕрет. Почта урлă 4 уйăх хушши ярса паракан заданисене çырса парса тăрать. Амăшĕ чирленине пула, вăл Мишăн аслă пиччĕшĕ çемье çавăрса уйрăлса тухнă хыççăн пĕччен юлать, тăван яла таврăнма, ют чĕлхе институчĕ çинчен манма лекет.
1954 çулта Кивĕ Вăрмар каччи МТСра 6 уйăх хушши тракторист пулма вĕренет. Ун хыççăн У-2 кабинăсăр тракторпа ĕçлет, 1956 çулта вăл Сĕнтăрвăрринчи ялхуçалăх училищинче вĕренсе тракторист-комбайнер удостоверенине илет. Пĕр хушă Вăрмарти кирпĕч заводĕнче экскаваторщик пулса вăй хурать.
1957 çулта ăна вĕр çĕнĕ «Беларусь» трактор çине ĕçлеме куçараççĕ, вăл вара виçĕ çула яхăн Калинин ячĕллĕ колхозра /ун чухне вăл Çиçтĕпе, Пăвакасси, Чăрăшçырма ялĕсене пĕрлештерсе тăнă/ вăй хурать. 1960 çулта вара тăван «Урмарский» совхоза ĕçлеме куçать, МТЗ-5 тракторпа ĕçлет, ахаль рабочи пулса ĕçлеме те тивет. Каярах «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне куçнă.
«Вĕренÿре малашлăх» тенешкел Вăрмарти каçхи вăтам шкула, Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумне /куçăмсăр майпа/ вĕренсе пĕтерет. 1973-1975 çулсенче строительствăпа монтаж участокĕнче /СМУ/ инженер, мастерской заведующийĕ пулса тăрăшать. «Сельхозтехника» пĕрлешÿре вăл мастер, ылмаштару пункчĕн начальникĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра унпа пĕрле вăй хунисем ырăпа аса илеççĕ. «Дружба», «Чакинский», «Чувашия» хуçалăхра М.Дискантов инженер-технолог ырă йĕр кăна хăварнă. Тăван кил тăван енех туртать теççĕ. Михаил Иванович çак вăхăтра хăйĕн мăшăрĕпе Анна Никифоровнăпа пĕрле пĕрлешсе çурт-йĕр çĕкленĕ. М.Дискантов «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче автомашинăсемпе тракторсен паркĕнче мастерской заведующийĕ пулса тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Канура та ял тăрăхĕшĕн усăллă ĕç тусах тăнă. Ăна ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма 2 созывра суйланă. Ахальтен мар вăл çине тăнипе Чапаев урамне тикĕслесе вак чул сарнă, хăйсен урамĕ вĕçĕнчи çăла тасаттарса çĕнĕ бетон ункăсем янă. Ĕçне кура - хисепĕ. Унăн Аслă Отечественнăй вăрçăн ветеранĕ удостоверени пур, вăл «Ĕç ветеранĕ» тата нумай юбилей медалĕсене, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсене, ял тăрăхĕнчи чи лайăх депутат ята тивĕçнĕ.
Ветеранăн юратнă мăшăрĕ, Анна Никифоровна 2005 çулта çĕре кĕчĕ, халĕ Михаил Иванович ывăлĕпе Сергейпе тата кинĕпе Маринăпа пурăнать. Пĕр-пĕрне хисеплесе те килĕштерсе пурăннă мăшăр 3 ывăлпа 4 хĕр çитĕнтерсе ÿстернĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура 15 мăнукпа, 17 аслă мăнукпа савăнать ветеран.