Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕккисем пурне те пĕлесшĕн

Пĕчĕккисем пурне те пĕлесшĕн

"Ачасем - пирĕн пуласлăх", - тетпĕр эпир яланах. Вĕсенче пурнăç малашлăхне куратпăр. Малтанхи сăмахĕ, утăмĕ - пурте  ашшĕ-амăшне савăнтарать. Каярахпа ачасем ача садне çÿреме тытăнаççĕ. Вĕсем пирĕн районта Вăрмар поселокĕнче кăна  пиллĕк. Вĕсенче кашнинче ачасене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлеççĕ.

Акă тĕслĕхрен, "Ромашка" ача садне çÿрекен ачасен пĕр пушă вăхăт та çук тесен те тĕрĕсех, мĕншĕн тесен вĕсем ирхине ача садне килсенех кашни палăртнă кун йĕркипе тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнаççĕ. Физкультура, юрă-ташă, вăйă-кулă пĕрре те татăлмасть ача садĕнчи кашни ушкăнрах. Иртнĕ кунсенче кăна-ха "Рябинушка" ушкăна районта кашни çул иртекен "Воспитатель года" конкурса хутшăнакан ытти ача сачĕсенчи воспитательсем килсе çитрĕç. "Родничок" ача садĕнчен Елена Александровна Казакова тата "Березка" ача садĕнчен Татьяна Геннадьевна Тимофеева. Вĕсем ачасемпе тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç. Т.Тимофеева ачасене математика енĕпе хавхалантарчĕ, Е.Казакова ачасене ытларах калаçтарчĕ, вĕсем хăйсем мĕн курнине каласа пама пултарнине сăнарĕ. Ачасен пĕлĕвне пĕчĕкренех аталантарса пыни пурнăç çулĕн никĕсĕ пулнине эпир питех те лайăх ăнланатпăр. Яланах пирĕнпе пулма хăнăхнă ачасем ют çĕртен килнĕ воспитательсене те хаваспах йышăнчĕç. Çак тĕлпулу пурне те килĕшрĕ. Пĕчĕкскерсем пурне те пĕлесшĕн, пурнăçран пĕрре те кая юласшăн мар.
Вĕсене халĕ пурте питĕ интереслĕ. Кашни япалана хăйсем курса ĕненесшĕн. Аслисем мĕн каланине, кăтартнине тимлĕн итлесе лараççĕ. Эпир, воспитательсем, вĕсене чи малтан çын каланине итлеме, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтаратпăр, тавралăхри пулăмсене сăнама, çырма, вулама вĕрентетпĕр.



22 марта 2017
15:34
Поделиться