Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Чăваш Ен нумай сăн-сăпатлă"

"Чăваш Ен нумай сăн-сăпатлă"

Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх пултарулăхĕн республика центрĕнче апрель уйăхĕн иртнĕ кунĕсенче республикăри  "Чăваш Ен нумай сăн-сăпатлă" наци тумтирĕсен II фестивалĕ иртнĕ.

Уяв мероприятийĕн программи анлă пулнă: Чăваш халăхĕн ярмăркки, декораципе хушма ÿнер ăстисен изделийĕсен куравĕ, республикăри илемлĕ пултарулăх коллективĕсен тата Чăваш Республикин наципе культура пĕрлешĕвĕн пултарулăх коллективĕсен чуна тыткăнлакан юрри-ташшийĕ.
Фестиваль тăршшĕпех тĕп сцена çинче наци кĕвви шăранса пынăçемĕн пĕрин хыççăн тепри, пĕрне-пĕри ылмаштарса пырса Чăваш халăхĕн наци тумтирĕсене наципе культура пĕрлешĕвĕн пултарулăх коллективĕсемпе республикăри культурăпа кану учрежденийĕсен, Наталия Девятых йĕркелесе пыракан "DETKIDS" мода театрĕн, "Паха тĕрĕ", "Родной мотив" фирмăсен коллекцийĕн, Чăваш Енĕн паллă художник-модельерĕсен - Людмила Шуркинăн, Зинаида Маштанован тата Рина Ежергинан хăйнеевĕр костюмĕсене кăтартса пынă.
Пирĕн районтан фестивале Людмила Иванова ертсе пыракан "Сарнар" халăх фольклор ансамблĕ хутшăннă. Коллектив анатри чăвашсен тумтирне - хĕрарăмсен килте тĕртсе тунă авалхи тумтирĕнчен пуçласа хальхи костюмсем таранах кăтартса панă. "Сарнар" халăх фольклор ансамблĕ мероприятисене яланах активлă хутшăнать. Халăх ÿнерне аталантарас тата ăна упраса хăварас тĕлĕшпе ансамбль диплома тивĕçнĕ.



"Урмарская районная газета"
03 мая 2017
08:30
Поделиться