Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Ямуков Г.Н." - акана пĕрремĕш

"Ямуков Г.Н." - акана пĕрремĕш

Район аграрийĕсемшĕн хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пырать - çурхи ака-суха. Уй-хир ĕçченĕсем çанталăкăн кашни уяр кунĕпе усă курса ĕлкĕрессишĕн тăрăшаççĕ. Çурхи ĕçсем еплерех пынине район руководстви уйрăмах контрольлесе тăрать.

Апрелĕн 29-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи ĕçсемпе паллашрĕ. Ку хуçалăхра ака ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленнĕ, çавăнпа та уя чи малтан тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов килсе çитнĕ çĕре кунта хĕрсе кайсах урпан "Эльф" ятлă сортне акатчĕç. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелеççĕ, кĕркунне сухаласа хăварнă çĕре культиваци тăваççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕн Г.Ямуковăн ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Вăл ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăт хушшинче пысăк пахалăхпа туса лайăх тухăç пухса илесшĕн. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме хуçалăхра пур условисем те çителĕклĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов фермера çурхи ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăт хушшинче ăнăçлă ирттерсе яма ăнăçу сунчĕ.



03 мая 2017
08:31
Поделиться