Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрсен чысне, мухтавне манмĕ халăх ĕмĕрне

Паттăрсен чысне, мухтавне манмĕ халăх ĕмĕрне

Вăрмар поселокĕ çийĕн майăн 9-мĕшĕнче вăрçă çинчен çырнă юрăсем шăранчĕç. Çанталăкĕ те сÿрĕк тăрать, вĕтĕ çумăрĕ пĕр вăхăт чарăнса илет те каллех çума тытăнать. Вăрçă вăхăтĕнче радиопа пĕлтернĕ сасă поселок çийĕн янăрать. Ку вăл район администрацийĕн ятарлă пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертăн Ю.Ефимовăн сасси. Вырăнти "Левитан" теççĕ ун пирки халăхра. Вăл вăрçă вăхăтĕнчи пулăмсене аса илсе халăхăн кăмăлне вырăнтан хускатать. Çумăр çунине те: "Тăвансемĕр, çак çумăр куççуль вырăнне кăна пĕрĕхет, вăл вăрçăра вилнисемшĕн хурланакансен куççулĕ", - тесен чылайăшĕ, ахаль те кăмăлĕсем хуçăккисем пулĕ, куçĕсене вăрттăн шăла-шăла илчĕç.

8 сехет те 30 минутра Вăрмарти шкулта вĕреннĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунă вĕрентекенсемпе шкул ачисен ячĕпе лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Асăну мероприятине райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Павлов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов тата Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадет класĕн тата ытти шкул ачисемпе вĕрентекенсен, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн, "Вăрмар пасарĕ" муниципаллă унитарлă предприятин коллективĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Малтанах Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ митинг уçăлни çинчен пĕлтерсе саламларĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пурне те Çĕнтерÿ уявĕпе ăшшăн саламларĕ. "Йăлана кĕнĕ йĕркепе эпир кашни çулах çакăнта пуçтарăнса паянхи çутă пурнăçшăн, никама пăхăнманлăхшăн пуçĕсене хунисем умĕнче пуç таятпăр. Вĕсем яланах пирĕн асăмра", - терĕ. Ю.Соколов Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнĕ ятпа саламланă май çак шкултан вăрçа тухса кайнисем пирки чарăнса тăчĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсем вăрçă çинчен сăвăласа каларĕç, эпир яланах Çĕнтерÿпе пĕрле пулни çинчен пĕлтерсе шарсем вĕçтерчĕç.
Аслă Çĕнтерÿ 72 çул тултарнă ятпа Вăрмар поселокĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Пĕр кун маларах районти ялсенче Çĕнтерĕве халалласа митингсем пулчĕç. Çамрăк ăрусемшĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хаяр тăшмана хирĕç паттăрла кĕрешсе çак сăваплă куна çывхартма пулăшнă вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем. Вĕсен нихăçан манăçми паттăрлăхĕ пире çутă тÿпе, уяр та хĕвеллĕ кун парнелерĕ.

Çĕнтерÿ кунне мĕнпур халăх пысăк та çутă уява тухрĕ. Поселок нихçанхинчен илемлĕрех пулчĕ çак кун. Тĕп площадьре вăрçă вăхăтне сăнарлакан юрăсемпе кĕвĕсем янăрарĕç. Район руководителĕсем, предприятисемпе организаци, учрежденисенче ĕçлекенсем, шкул ачисем, районта пурăнакансем районти тĕп больница çурчĕ умĕнче пухăнса колоннăсем йĕркелерĕç. Хаваслă кăмăл-туйăмпа вĕсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патне çул тытрĕç. Чи малта вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнарлакан автомашинăсем, вĕсем çинче фронтовиксем, аманнă салтака пулăшу паракан медицина ĕçченĕсем. Колоннăра пыракансем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсен, кукашшĕсемпе мăн кукашшĕсен портречĕсене, чечексемпе шарсем йăтса пыраççĕ. Вĕсем "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнчĕç. Пурте савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тулнă.

Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче 10 сехетре митинг пуçланчĕ. Митинга Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Павлов уçрĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнĕ ятпа Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ, иккĕмĕш рангри капитан В.Алексеев, "АККОНД" АО генеральнăй директорĕн заместителĕ А.Ананьев, Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен А.Харитонов саламларĕç, мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансен, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсене яланах асра тытнине пĕлтерчĕç, районтан тухнă вăрçă паттăрĕсене, вăрçă хирĕнчи чи вăйлă çапăçусене аса илчĕç. Пурне те тыткăнлаканнни вара Федор Ларионович Ларионовăн кĕçĕн мăнукĕ Тимур вăрçăри паттăрлăха халалласа çырнă вăрăм сăвва ăсран калани пулчĕ. Район руководителĕсем, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе коллективĕсем, шкул ачисем ветерансене чечексем пачĕç, уяв ячĕпе саламларĕç, Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Митинг вĕçленнĕ хыççăн пурте коллективлă фото ÿкерĕнчĕç.
Малалла поселокри тĕп площадьре Аслă Çĕнтерĕве халалласа çамрăк армеецсем парада хатĕрри çинчен Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предметне вĕрентекен В.Антонов район пуçлăхне М.Пуклакова рапорт пачĕ. Парада Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадетсем, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата ытти шкулсем активлă хутшăнчĕç.
Кашни çулах вĕсем стройпа утса савăнтараççĕ, пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ, кăçал та вĕсем çав тери чаплă утрĕç - сăлтавĕ те пур - Аслă Çĕнтерĕве 72 çул çитрĕ. Çамрăк армеецсен пултарулăхне вара тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. Сăмахран, "Парад форми" номинацинче пĕрремĕш вырăна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7 "г" класра вĕренекенсем, 10 "б" класрисем - иккĕмĕш, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул виççĕмĕш пулчĕç. "Строй дисциплини" номинацинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10 "а" класрисем пĕрремĕш, 8 "а" - иккĕмĕш пулчĕç. Стройпа чаплă, пĕр тикĕссĕн утассипе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 "г" класрисем уйрăмах палăрчĕç. Ытти тĕрлĕ номинацинче те çамрăк армеецсем пултарулăхĕпе палăрчĕç, районти тата республикăран килнĕ яваплă çынсем дипломсемпе чысларĕç. Капăр тумланнă хĕрсен-параппанçăсен ушкăнĕ хăйсен илемлĕ ташшипе пурне те тыткăнларĕ. Пысăк Енккасси шкулĕнчи кадетсем ку хутĕнче мăшăрăн-мăшăрăн шурă акăш евĕр "Кадет вальсĕ" çаврăнчĕç.
Вăрмар район çыннисемпе хаклă хăнасем валли районти культура учрежденийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем вăрçă темипе хатĕрленĕ концерчĕ чуна савăнтарчĕ. Ветерансем валли çар кухни те ĕçлерĕ вăл кун, ватăсене салтак пăттипе сăйларĕç, шăкăл-шăкăл калаçса сĕтел хушшинче хисеплĕ ветерансем иртнĕ вăхăт саманчĕсене аса илсе ларчĕç. Каçкÿлĕм те районти культура ĕçченĕсем район халăхĕпе хăнасене чаплă концертпа хавхалантарчĕç. Уяв салючĕ те кĕрлерĕ. Унтан ватти-вĕтти ташă каçĕпе савăнчĕ.

72 çул каялла хаяр вăрçă кĕрлевĕ шăпланнă. Апла пулин те кашни çемьене пырса тивнĕ хуйхă-суйхă чылай çул иртсен те хăй çинчен аса илтерет, йывăр суран халĕ те сипленмен. Çакă вара мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн 1941-1945 çулсенче фронтра çапăçнă асаттесемпе тылра хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ асаннесен, вăл тапхăрта вăйă-кулă мĕн иккенне туйса курман вăрçă ачисен сăн-питĕнче халĕ те асăрхама пулать.



13 мая 2017
15:32
Поделиться