Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Геннадий Сергеев - шÿт ăсти

Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Сергеевич Сергеев Красноармейски ялĕнче пурăнать. Обществăлла корреспондент, кулăш ăсти, артист тата юрăç /çапла çырнă ун çинчен Красноармейскинче тухса тăракан «Ял пурнăçĕ» район хаçатĕнче/ тăван ялпа, унăн çыннисемпе çыхăнăва татмасть. Çак кунсенче Красноармейскри халăх театрĕ Пысăк Енккасси Культура çурчĕн сцени çинче М.Михайлован «Шăпа» ятлă спектальне лартса пачĕ. Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Антон Петрович сăнарне витĕмлĕ те ĕнентерÿллĕ калăпларĕ. Ытти рольсене Л.Архипова /Анюк/, Н.Артемьев /Митюш/, Г.Михайлова /Тарье/, В.Петрова /Урине/, И.Павлова /Танькка/, Л.Маркова /Сухви/, Ю.Филиппов /Ваççа/, А.Козлова /Натали/, А.Игнатьева /Веркка/, М.Терентьев /Илюш/ çав тери пысăк ăсталăхпа вылярĕç. Ахальтен мар театр республикăри фестиваль-конкурссене хутшăнса темиçе хут та лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Театр ушкăнĕ республикăри тĕрлĕ ял-хуласенче тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул ушкăн Н.Янкас ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ К.И.Васильева ăста режиссер ертсе пынипе Пушкăрт Республикине вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ К.В.Ивановпа Чăваш халăх çыравçи Я.Г.Ухсай çуралса ÿснĕ тăван ялне çитсе килнĕ. Кунти театра тĕрлĕ ÿсĕмрисем - театра чунтан парăннисем çÿреççĕ. Вĕсен хушшинче - вĕрентекенсемпе тухтăрсем, ялхуçалăх ĕçченĕсемпе тĕрлĕ ĕç тăвакансем, шкул ачисем. Анна Игнатьева 9-мĕш класа çÿрет. Мĕнешкел пултаруллă артист ÿсет ку тăрăхра. Ахальтен мар вăл СССР халăх артистки В.К.Кузьмина ячĕпе ирттерекен сăвăçсен республика конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тухма пултарнă. Театр репертуарĕ тĕрлĕ драма, комедисемпе пуян. Пирĕн Геннадий вара кашнинчех тĕп рольсенчен пĕрне вылять. Унсăр пуçне ветерансен хорĕнче те хаваспах юрлать. Тĕрлĕ шÿтсем вулама çав тери ăста вăл. Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан «Капкăн» журналта унăн кулăшла фельетонĕсемпе мыскарисем час-часах пичетленеççĕ. «Хусантан илтĕм чĕн йĕвен, чĕн йĕвен...» чăваш халăх юррине тăсса ячĕ ман ентешĕм, ку вара вăхăтлăха уйрăлу саманчĕ çитнине пĕлтерчĕ. Хавас кăмăлпа уйрăлтăмăр хăй тĕллĕн вĕреннĕ Трак ен тăрăхĕн артисчĕсемпе.



07 июня 2017
13:52
Поделиться