Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Романтика" ачасене хавас

"Романтика" ачасене хавас

Акă çитрĕ те ĕнтĕ ача-пăчан кĕтнĕ савăнăçлă та хуйхă-суйхăсăр вăхăт - çу! Шкул ачисем пушшех те чăтăмсăррăн кĕтрĕç ăна. Вĕсенчен чылайăшĕ кану лагерĕсене сывлăхне çирĕплетме тата канма кайрĕç ĕнтĕ.

Июнĕн 5-мĕшĕнче пирĕн районта вырнаçнă "Романтика" ача-пăчасен сывлăха çирĕплетмелли лагерь те чаплă лару-тăрура уçăлчĕ. Вăл ачасене йышăнма чăннипех те хатĕр.

Лагере пĕрремĕш сменăна уçма Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев килсе çитрĕç. Мероприяти пуçланиччен вĕсем лагерьти ачасен пурăнмалли условийĕсемпе паллашрĕç, çывăрмалли корпуссене, столовăя, медицина кабинетне кĕрсе курчĕç. Лагерь администрацийĕ чăнах нумай тăрăшнă. Вĕсем столовăйĕнчи кивĕ кантăксене пластик кантăксемпе ылмаштарнă. Ачасем пурăнакан корпуссенче ăшă, çутă. Вĕри тата сивĕ шыв пур. Кашни корпусра шыв кулерĕ ларать.

Лагерь территорийĕнче таса та хăтлă. Кунта тĕрлĕ чуччу та, теннис вылямалли сĕтел те, баскетбол-волейбол площадки те пур.

Пĕррĕмĕш сменăра 6-15 çулхи 80 ача сывлăхне çирĕплетĕ. Кунта пирĕн районтан кăна мар, ытти çĕртен те ачасем пур. Тĕслĕхрен, Шупашкартан. Пурĕ вĕсене çулне кура виçĕ отряда уйăрса янă. Канашри педколледжра вĕренекен пултаруллă çамрăксем лагерьте вожатăйсем пулса тăрăшаççĕ. Ачасене кунне 5 хутчен апат çитереççĕ. Райпон "Общепит" тулли мар яваплă общество канакансене тутлă тата усăллă апатпа тивĕçтерет. Лагерьте спорт вăййисем ирттереççĕ, самбо кĕрешĕвĕн секцийĕ тата куçса çÿрекен библиотека ĕçлет. Ачасем тĕрлĕ кружоксенче тавракурăмне ÿстереççĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче А.Тихонов канакансене райадминистраци ячĕпе мечĕксем парнелерĕ, Ю.Соколов вара - теннисла вылямалли наборсем пачĕ. А.Васильев ăшă сăмахсем каларĕ. Вĕсем ачасене лайăх канса сывлăха çирĕплетме, кунта тăрăшакан педагогсен коллективне ăнăçлă ĕçлеме сунчĕç.

Торжествăллă линейка хыççăн ачасемпе вожатăйсем концерт кăтартрĕç, юрларĕç, ташларĕç, сценкăсенче вылярĕç.

Лагерьте каннă вăхăта ачасем нумайлăха асра хăварасса шанатпăр. Вĕсене телейлĕ ачалăх сунатпăр.



07 июня 2017
13:59
Поделиться