Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сап-сарă тулă тинĕс пек выртать

Сап-сарă тулă тинĕс пек выртать

Сисĕнмесĕрех çу кунĕсем иртсе кайрĕç. Сип-симĕс курăнакан уй-хир сарă тум тăхăнчĕ. Умра - вырма. Вăл ытти çулсенчипе танлаштарсан чылай каярах юлчĕ пулин те кунран-кун вăй илсе пырать. Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсем вырмана тухнă. Çавна май "Чувашхлебопродукт" акционерсен обществин пирĕн районти тырă йышăнакан предприятийĕнче сап-сарă тулă тинĕс пек выртать.

"Паянхи куна 2000 тонна ытла тĕштырă килнĕ пирĕн предприятине. Тырă килме пуçласанах пирĕн канăç пĕтет темелле. Пăхма сап-сарă курăнакан тулă малтанхи вăхăтсенче 20 процент нÿрĕклĕхпе килчĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнине кура нÿрĕклĕх кăштах чакрĕ темелле, 17-18 процентпа килме пуçларĕ. Районта чи малтан тырă "Свебрата" тулли мар яваплă обществăран илсе килчĕç. Унтан "Сарабай" хуçалăх илсе килчĕ тата ыттисем те. Шупашкар элеваторĕ урлă Куславкка, Комсомольски районĕсенчен тата Ульяновск облаçĕнчен турттарса килсе упрама хураççĕ. Вырма пуçланни нумаях та вăхăт иртмен пулин те пирĕн предприятинче ĕçлекенсен ĕçĕ нумайлансах пырать. Иртен пуçласа каçченех вăй хуратпăр. Типĕтекен икĕ агрегата татти-сыпписĕр кĕрлеттерсе пысăк нÿрĕклĕхлĕ тулăна кондицие çитерсе складсене вырнаçтаратпăр. Кăмăл-туйăмсем аван, пирĕн предприятине килнĕ тĕштырă пĕр тăкаксăр, вăхăтра упранма кĕрсе вырттăр тесе çине тăратпăр", - тет предприяти директорĕ В.Александров хăйсен ĕç-хĕлĕ пирки калаçнă май.

Предприятинчи производствăпа технологи лабораторинче те пултăм. Кунти О.Павлова лаборатори начальникĕ тин килнĕ тулăн клейковина пахалăхне тĕрĕслеме хатĕрленетчĕ. Унăн çынпа калаçса тăма та вăхăчĕ çук, автомашинăсем васкатаççĕ, хăвăртрах тырă пушатса хирти комбайнсем патне васкаççĕ. "Иртнĕ пĕр кунта 21 автомашина çинчи клейковина пахалăхне тĕрĕслеме тиврĕ. Пурне те вăхăтра ĕлкĕрмелле, пурте васкаççĕ. Кашни хĕвеллĕ кунпа туллин усă курса тĕш-тырра тăкаксăр пухса кĕртес тесе тăрăшаççĕ ĕнтĕ", - тет хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçлакан Ольга Васильевна.

Тырă йышăнакан предприятинче пулнă кун кунта "Чувашхлебопродукт" акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Владимир Анатольевич Яковлев та килнĕччĕ. Вăл хăйсен тытăмĕнчи тырă йышăнакан предприятисем тăрăх ĕçлĕ çулçÿревре пулнă май пирĕн районти ĕç-хĕлпе те паллашма килнĕ иккен. Владимир Анатольевичпа та калаçма тÿр килчĕ. "Вăрмарти тырă йышăнакан предприятинче вăй хуракансене мĕнле ĕçлемеллине калама та, вĕрентме те кирлĕ мар. Хăйсен умне лартнă тĕллеве вĕсем яланах яваплăха туйса пурнăçланине палăртма кăмăллă. Çĕнĕ тырă йышăнма та вĕсем предприятине чи малтан хатĕрлесе çитерчĕç. Складсене çуса тасатса дезинфекциленĕ, кунта тĕштырă упрама меллĕ те шанăçлă. Типĕтекен агрегачĕсем те пĕр тикĕссĕн ĕçлеççĕ. Предприятинче вăй хуракансем пурте тăрăшуллă. Пĕчĕк коллектив пысăк ĕç пурнăçлать. Вырмана вĕçлеме ăнăçу сунмалли çеç юлать вĕсене", - тет В.Яковлев генеральнăй директор кăмăллăн.

Цех начальникĕ-и вăл, пĕр-пĕр инженер-и е складсен заведующийĕ, тракторист... икĕ алла пĕр ĕç тенĕ пек, пурте тырă типĕтекен агрегат умĕнче кĕшĕлтетеççĕ. Сарă тулă çамка тарламасăр складсене кĕместех.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА



"Урмарская районная газета"
16 августа 2017
10:41
Поделиться