Кашни уяр кун ылтăнпа танах
Çуллан юлашки уяр кунĕнче, августăн 31-мĕшĕнче, райадминистрацин
ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Н.Шанина, тĕп агрономĕ Л.Иванова районти хуçалăхсене çитсе курчĕç,
кунти вырма ĕçĕсемпе, кĕрхи культурăсене акассипе, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ĕçсемпе паллашрĕç.
Райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, августăн 31-мĕшĕ тĕлне районта тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 9230 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, çакă пĕтĕмĕшле палăртнинчен 55,5 процентпа танлашать.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Çÿлти Кинчер ялĕнчи «Вăтам Энĕш» хуçалăха çитрĕ. Кунта вĕсене «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн Петр Николаевич Крыловăн заместителĕ Владимир Николаевич Крылов кĕтсе илчĕ. Вăл пĕтĕмĕшле хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Уйран турттарса кĕнĕ тыр-пул типтерлĕн складсенче упранать. Сĕлĕ пĕр складра, тулă тепринче, урпа тата тепĕр уйрăм складра. Россельхозцентр специалисчĕсем ятарласа 1-2 килограмм тырă кĕрекен хутаçсем хатĕрленĕ. Уйран вырса кĕртнĕ тырăн пахалăхне, шăтаслăхĕпе нÿрĕклĕх, тасамарлăх шайне тĕпчес тесе вĕсем хăйсен лабораторийĕнче ăна пур енчен те тĕрĕслеççĕ, акма юрăхлă е юрăхсăр пулнине палăртаççĕ. Хуçалăхра 240 гектар çинче кĕрхи тулă акса пĕтернĕ ĕнтĕ, ыраш акма хатĕрленетчĕç. Тырă авăртакан оператор Б.Яранов та складсене пăхса тăрать.
Çула май ĕçлĕ ушкăн «Арманов В.К.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕн уйĕнчи çĕрулми анипе те паллашрĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ В.Арманов паянхи кун та сип-симĕс авăрлă çĕрулмин «Джура» çĕнĕ сорчĕпе паллаштарчĕ. Шалта сарă тĕслĕ пулса çитĕнекен çĕрулми йышлă пулни курăнчĕ. Нимĕн те сапмасăрах чир паллисĕр ÿсет иккĕмĕш çăкăр.
Специалистсем «Владино Агро» тулли мар яваплă обществăн тыррине те лабораторире тĕрĕслеме илсе килчĕç. «Мартынов Н.Н.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче 85 гектар çинче тулă акатчĕç. Çак хуçалăхри тырра тĕрĕслесе ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, лайăх пулнине палăртнă. Мартыновсем уйра çемйипех ĕçлетчĕç.
Пысăк Енккассинчи «Сергеев В.М.» хуçалăхĕнче те склад тулли тырă. Ял-йыш, кÿршĕ ял çыннисем те фермер патне тырă туянас тесе килеççĕ. Нумайрах илекенсене Вячеслав Михайлович йÿнĕрех те пама хатĕр.
Энĕшпуçĕнчи «Григорьев Н.П.» хăйĕн хуçалăхĕн территорийĕнче вăй хуратчĕ. Çумăр хыççăн уйра йĕперех пулнине кура хуçалăхра туса ĕлкĕрмелли те чылай. Çавăн пекех Энĕшпуçĕнчи «Иванова О.А.» хресчен?фермер% хуçалăхне çитсе курчĕç яваплă çынсем. Иван Геннадьевич та çумăр хыççăнхи уяр çанталăкра кăшт типсен уя тухма хатĕрленет. Йĕтемре те ĕç кĕрлесе тăрать. Кунта унăн аслă ывăлĕ юлташĕсемпе тĕпĕртетсе ĕçлеççĕ. Иван Геннадьевич, виçĕ ача ашшĕ, чунĕпе чăн-чăн ял çынни, ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстерет.
Çапла, районти фермерсен уяр çанталăкра пĕр пушă вăхăт та çук. Кĕрхи культурăсем акма, тырă вырма ĕлкĕрмелле, ĕçленĕ май тупăнса пыракан сăкăлтăксене пĕтерсе малала талпăнмалла.