Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паха тавар хăйне хăй мухтать

Паха тавар хăйне хăй мухтать

Хальхи саманара кирлĕ тавара ялта та хулари евĕр килтен тухсанах туянма пулать. Кашни утăмрах тенĕ пек лавкка.

Вĕсенче кăмăл мĕн ыйтать - пĕтĕмпех пур. Акă, районти райпо лавккисем тахçантанпах халăха кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ. Хальхи вăхăтра йĕри-тавра уйрăм çынсен лавккисем уçăлаççĕ, çавна пула конкуренци те пысăк. Çапах та райпо лавккисем

парăнмаççĕ, мĕншĕн тесен район çыннисем вĕсенче сутăнакан таварăн пахалăхне пĕлсе çитнĕ.

Пысăк Енккасси ялĕнчи райпо лавккине яланах туянакансем кĕре-кĕре тухаççĕ. Кунта пырса кĕрсен куç умне тĕрлĕ таварпа тултарнă сентресем тухса тăраççĕ. Сылтăм енче çăкăр-кулач таврашĕ, пылак изделисем, юнашарах пахча-çимĕç, улма-çырла, канфет-печени. Сулахай енче лимонадсем, консервланă продукци, сивĕтмĕшре сĕт-турăх, сыр-кăлпасси. Унсăр пуçне кулленхи пурнăçра кирлĕ таварсем те пур - савăт-сапа, йăлара усă куракан хими продукцийĕ, канцеляри таварĕсем тата ытти те.

О.Миронова потребкоопераци тытăмĕнче 3 çул ытла вăй хурать ĕнтĕ. Вăл Пысăк Енккассинчи райпо лавккинче хăйех сутуçă та, товаровед та, тирпей-илем кĕртекен те. Ольга Геннадьевна хăйĕн ĕçне юратса тата пĕлсе пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ пултаруллă хĕрарăм кашни уйăхрах ĕç планне тултарса пырать. Таварне те шăп та лăп çителĕклĕ саккас парать. Сентресем çинче продукци хытса-пăсăлса выртмасть. Ăна туххăмрах туянса пĕтереççĕ. Халăх Вăрмарти çăкăр завочĕ туса кăларакан çăкăр-кулач таврашне, пылак изделисене, лимонада, «Общепитăн» çăнăхран тунă продукцине, çурма фабрикатсене кăмăлласа туяннине палăртрĕ О.Миронова. Унсăр пуçне «Акконд» акционерсен обществин, Етĕрнери аш-какай комбиначĕн тата сĕт завочĕн, Комсомольскинчи «Кооператор» тулли мар яваплă обществăн продукцийĕ те сентресем çинче нумай тытăнса тăманнине пĕлтерчĕ вăл. Райпо халăха пирĕн республикăра туса кăларакан продукципе туллин тивĕçтернине çирĕплетет çакă. Вăрмар райповĕ халăхран пахча-çимĕç, тыр-пул, аш-какай туянса хăйĕн лавккисем урлă, çав шутра Пысăк Енккассинчи лавкка урлă та, вырнаçтарать. Туянакансене хамăр тăрăхра туса илнĕ продукцин пахалăхĕ иккĕлентермест, çавăнпа вĕсем райпо лавккисене кулленех килсе çÿреççĕ. «Паха тавар хăйне хăй мухтать», - тесе ахальтен каламаççĕ çав.

Пысăк Енккассинчи райпо лавккийĕ пысăк та çутă, таса та хăтлă. Пĕлтĕр кăна юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ кунта. Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеме пĕтĕм услови пур. Шыв кĕрет-тухать, канализаци пур. Газ та кĕртнĕ, çавăнпа хĕллехи кунсенче лавккара ăшă. Ольга Геннадьевна сентресене тусантан шăлса-тасатса тăрать, продукцие тирпейлĕн вырнаçтарса хурать. Туянакансем валли кăштах сывлăш çавăрса яма кунта ятарласа пукансем те лартса хунă.

Сутуçă ĕçĕнче вăй хуракансен çынпа хутшăнма та пĕлмелле, шăл витĕр калаçаканран нимĕн те туянас килмест, паллах. О.Миронова вара пуринпе те çав тери сăпайлăн та лăпкăн калаçать, лавккана килекенсене мĕн туянсан лайăхрах пулать тесе сĕнÿ те парать. Каласа хăвармалла, хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тăрăшакан Ольга Геннадьевна пултаруллă сутуçă кăна мар, вăл чунтан юратакан амăшĕ те. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Çапла О.Миронова ĕçре те, килĕнче те ĕлкĕрсе пырать.



06 сентября 2017
15:30
Поделиться