Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш хăмли - чи лайăххи

Чăваш хăмли - чи лайăххи

Районта хĕрсе кайсах кĕрхи ĕçсем пыраççĕ: выраççĕ, сухалаççĕ, çĕр улми кăлараççĕ, хăмла татаççĕ... Ку хутĕнче хăмлаçăсем патне çул тытрăмăр. Пирĕн район хăмла туса илес енĕпе республикăра малтисен ретĕнче пулнăран-ши вĕсен ĕçне хаçат урлă çырса кăтартма та кăмăллă. Хăмла туса илекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та мухтать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те хăмла çитĕнтерес пирки çапла каланă: «Пирĕн хăмла ÿстерес ĕçе чĕртсе тăратассишĕн çине тăрса тăрăшмалла. Çакна тума кирлĕ майсем пур. Раççей

ялхуçалăх министерстви те пире ку енĕпе пулăшма шантарать».«Хăмла» сăмаха илтсен пуçра тÿрех сăра пирки сăмах пырать текен шухăш çаврăнать, анчах та унпа медицинăра та, парфюмерире те, тата ытти çĕрте те усă кураççĕ. Хăмла туса илес енĕпе Чăваш Республики нумай çул ытти регионсенчен уйрăлса тăнă. Малтанхи çулсенче чăваш хăмлин чапĕ инçете çитнĕ. Ун пирки юрăсенче те мухтаса юрланă. Пахчи, пахчи, хăмла пахчи... тесе ахальтен каламан. Пирĕн районта кăна хăмла пахчи кашни хуçалăхрах ешернĕ. Пурнăç улшăнса пынă май хăмла пахчисем пĕтсе пычĕç. Çав хушăра вăл пирĕн районта, пĕчĕк участоксем çинче çитĕннĕ пулсан та, пĕтмен. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество йĕркеленсе хăмла участокне 30 гектара яхăн çитернĕ. Çимĕç параканни - 26 гектар. Паянхи куна «симĕс ылтăн» районти Мăнçырма, Кĕтеснер, Çĕнĕ Вĕренер, Кавал ялĕсенче çитĕнет. Хальхинче эпир Мăнçырмари хăмлаçăсем патĕнче пултăмăр. Ку ялта хăмла 12 гектар çинче çитĕнет. Çанталăкĕ çумăрлă пулнăран эпир тÿрех ЛЧХ-2Л агрегатпа хăмла татнă çĕре кĕтĕмĕр. Ĕç шавĕ кĕрлесе тăракан цехра хăмлан ырă шăрши сарăлнă. Çакă ачалăхра хăмлана алăпа татнă саманта та аса илтерчĕ. Халĕ кунта ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ. Йăрансем çинчен хăмлана аврипе касса транспортпа турттарса килеççĕ те, тасатса тирпейлекен агрегат çине кĕртсе яраççĕ, таса хăмлине шăналăксем çине тултарса типĕтме яраççĕ, çулçисемпе тунисем уйрăм çĕрте купаланса пыраççĕ. Мăнçырмасем хăмла туса илес енĕпе хастар та пултаруллă. Кунти ĕçе Зоя Федоровна Владимирова бригадир нумай çул пĕлсе йĕркелесе пырать. Ю.Моисеева, А.Васильева, Э.Матвеева, С.Михайлов, А.Федоров, В.Никифоров, Л.Иванова, Р.Никифорова, Е.Васильева, Ю.Васильев, З.Родионова, О.Матвеева, Г.Александрова хăмлаçăсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ, хăшĕсем 20 çул çак ĕçре вăй хураççĕ. А.Демидова ку ĕçе тинтерех кăна пуçăннă пулсан та çав тери хастар, опытлă хăмлаçăсенчен вĕренсе пырать. Б.Никифоровпа унăн ывăлĕ Вадим хăмла татакан ЛЧХ-2Л агрегата пĕр кăлтăксăр ĕçлеттереççĕ. ПХБ-750К хăмла типĕтекен агрегат çинче С.Николаевпа С.Михайлов ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Н.Павлов, В.Абрамов, М.Васильев, П.Никифоров рабочисем тин çеç татнă чĕрĕ хăмлана типĕтме бункера ярса тăраççĕ.Типĕтнĕ хăмлана пысăк шăналăксем ?чăпта% çине В.Абрамовапа Е.Павлова тултараççĕ. Унтан типĕ хăмлана транспорт çине тиесе «АгроРесуры» тулли мар яваплă обществăн тĕп пунктне илсе каяççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар пуçне шутласан 15 центнер типĕтнĕ хăмла тухнине палăртаççĕ ĕçченсем. Хăмлаçăсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк, кунта тăрăшнăшăн ĕç укçине те аван тÿлеççĕ иккен. «Мускав укçине хамăр обществăрах ĕçлесе илме пулать, ÿркенмелле мар кăна», - теççĕ хăмлаçăсем.



13 сентября 2017
08:19
Поделиться