Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мухтанмалăх сăлтав пур

Çитĕнсе пыракан ăрăва пахалăхлă пĕлÿпе тивĕçтересси кашни шкулăн тĕп тĕллевĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак тĕллеве туллинех пурнăçласа пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Вăрмар шкулĕ çулсеренех чи лайăххисен хушшинче. Кăçал та вăл "Ялсенчи чи лайăх 300 шкул" шутне кĕрсе хăйĕн ятне тата çÿлерех шая çĕклеме, ачасене тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парас енĕпе тивĕçлĕн ĕçлесе пынине çирĕплетме пултарчĕ. Мĕн калаçаççĕ-ха вăрмарсем çак ырă хыпар пирки?

В.Малинкова, воспитатель: "Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул кăçал "Ялсенчи чи лайăх 300 шкул" шутне кĕнине илтсен чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Эпĕ, виçĕ ача амăшĕ пулнă май, шкулта паракан пĕлÿ çав тери пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Аслă ывăлăм шăпах çак шкулта пĕлÿ илнĕ, халĕ аслă вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухать. Вăтамми - хĕр ача - 8-мĕш класра вĕренет. Çавăнпа эпĕ çирĕплетсех калама пултаратăп - Вăрмар шкулĕнче ачасене пахалăхлă пĕлÿпе туллинех тивĕçтереççĕ. Кунта вăй хуракан вĕрентекенсем те питĕ ăста специалистсем. Вĕсем пирĕнпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, яланах çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, кĕçĕн ывăлăм та парта хушшине ларĕ. Ăна та çак шкулах вĕренме ярас тетĕп".

 К.Данилова, вĕренекен: "Эпĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренетĕп. Мана кунта питĕ килĕшет. Пирĕн вĕрентекенсем ырă чунлă, хăйсен ĕçне пĕлсе тата юратса пурнăçлакан çынсем. Вĕсем пире пĕлÿ тĕнчипе паллаштараççĕ, олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнма хатĕрлеççĕ, экскурсисене илсе çÿреççĕ. Пирĕн класс кадет класĕ шутланать. Кунта паракан патриотизмла воспитани пире çирĕп тĕллевлĕ, тÿрĕ кăмăллă пулса ÿсме пулăшать. Шкул - иккĕмĕш кил тесе шутлатăп".

 Н.Егорова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн заместителĕ: "Пирĕн шкул "Ялсенчи чи лайăх 300 шкул" шутне кĕни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çак ырă ята эпир ачасене пахалăхлă пĕлÿ илме, вĕсен пултарулăхне аталантарма майсем туса панипе, выпускниксене хатĕрлессипе пысăк çитĕнÿсем тунипе тивĕçрĕмĕр. Пирĕн вĕренекенсем экзаменсене яланах ăнăçлă тытаççĕ, тĕрлĕ олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, регион, çĕршыв шайĕнче хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ. Вăрмар шкулĕ чи лайăххисен шутĕнче пулни опытлă вĕрентекенсен пĕр тĕллевлĕ ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Пирĕн коллективра ачасен психологине ăнланакан, ума лартнă задачăсене пурнăçлама пĕлекен педагогсем вăй хураççĕ. Эпĕ çакăн пек çынсемпе пĕрле ĕçленишĕн чунтанах мухтанатăп".

 И.Фирсова, географи предметне вĕрентекенĕ: "Эпĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕрремĕш çул кăна ĕçлеместĕп, кунти ĕç-пуçа шалтан пĕлетĕп тесен те йăнăш мар. Çавăнпа пирĕн шкул кăçал "Ялсенчи чи лайăх 300 шкул" шутне кĕни мана пĕрре те тĕлĕнтермерĕ. Вăл чăннипех те çак ята илме тивĕç тесе шутлатăп. Ачасем пурнăç çулĕпе хăюллăн утма пултаракан çынсем пулса ÿсчĕр тесе Вăрмар шкулĕнче вĕсен тĕрлĕ енлĕ аталанăвне тимлĕх уйăраççĕ. Çакăн шутне кашни предметпа тивĕçлĕ пĕлÿ парасси, обществăра хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентесси, ÿт-пÿ сывлăхне çирĕплетесси, творчествăри пултарулăхне аталантарассси тата ытти те кĕрет. Çапла вĕрентекен ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Пирĕн шкул лайăххисен шутĕнче пулнишĕн эпĕ савăнатăп, малалла та çĕнĕрен çĕнĕ шая çĕкленсе, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пырасса иккĕленместĕп".

 



21 октября 2017
08:39
Поделиться