Пресс-конференци иртнĕ
Октябрĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Правительство Çуртĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн пресс-конференцийĕ иртнĕ.
Мероприятие массăллă информаци хатĕрĕсен 70 ытла представителĕ хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ журналистсен вунашар актуаллă ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Чи малтанах пресс-конференци пуçламăшĕнче М.Игнатьев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.
Çавăн пекех вăл РФ Президенчĕ В.Путин Раççейре демографи лару-тăрăвне лайăхлатас политикăна пурнăçа кĕртмелли Указа çĕнĕлĕхсем кĕртни пирки алă пусса çирĕплетни çинчен каланă.
/Тĕплĕнрех çитес номерте/.
"Урмарская районная газета"