Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа - митинг

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа - митинг

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре митинг, уяв концерчĕ, музыка радиокомпозицийĕ иртрĕç.

Тĕп площадьре пуçтарăннă район çыннисем умĕнче чи малтанах Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Павлов тухса калаçрĕ, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, уяв уçăлнă пирки пĕлтерчĕ. Ун хыççăн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн янăрарĕç.

Район пуçлăхĕ М.Пуклаков район çыннисене Халăх пĕрлĕхĕн, Турамăшĕн Хусанти Турăшĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ. Вăл тăван çĕршыв историйĕнчи паллă пулăмсене аса илсе пĕрлĕхре вăй пулнине çирĕплетсе пачĕ, вăрçă-харкашусăр, мирлĕ пурнăçа хаклама пĕлмеллине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев та 2005-мĕш çултанпа кашни çулах ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă туни çинчен каларĕ: "Ку уява Раççейри паллă пулăмпа - 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнипе тата Турă Амăшĕн Хусанти Турăшĕн кунĕпе çыхăнтарнă. Халăхăн пур вăхăтра та пĕрле, пĕр тĕллевлĕ пулмалла".

Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ку вăл пĕр харăсах чиркÿпе патшалăх уявĕ пулнине каларĕ. О.Газмановăн "Вперед, Россия!" юрри çĕршывăмăр умĕнче патриотлăх туйăмне вăйлатнине пирĕн кадетсем çак юрра шăрантарни патриотизм туйăмне татах та çĕкленине палăртрĕ.

Уявăн торжествăлла пайĕ хыççăн районти культура ĕçченĕсен концерчĕ иртрĕ.



08 ноября 2017
11:05
Поделиться