Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Литература марафонĕ - Вăрмар тăрăхĕнче

Литература марафонĕ - Вăрмар тăрăхĕнче

Чăваш Республикинчи Наци библиотеки çыравçăсемпе вулакансем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе "Провинцинчи тĕлпулусем" литература марафонĕ йĕркелесе ирттерет. Çак пĕлтерĕшлĕ проект шайĕнче ноябрĕн 1-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăна творчествăллă тĕлпулăва паллă чăваш çыравçисемпе сăвăçисем - Арсений Тарасов, Альбина Любимова /Юрату/, Галина Матвеева, Владислав Николаев тата ЧР Наци библиотекин представителĕ Галина Соловьева килсе çитрĕç.

Тĕлпулăва районти библиотекăсен ĕçченĕсем, таврапĕлÿçĕсем, литературăпа кăсăкланакансем, кĕнекепе туслă ытти çынсем те хутшăнчĕç. Çыравçăсене районти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ тăван çĕршыв çинчен илемлĕ юрăсем шăрантарса кĕтсе илчĕ. Пухăнннисене сывлăх сунса чи малтанах ЧР Наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрĕн заведующийĕ Галина Соловьева тухса калаçрĕ. Вăл "Провинцинчи тĕлпулусем" акцине классикăллă тата хальхи литературăна вулассине халăх хушшинче анлă сарассишĕн йĕркеленине пĕлтерчĕ. Çак проект вулакансене хальхи авторсен произведенийĕсемпе кăсăклантарма, литературăна аталантарма, Интернет саманинче кĕнекене çынсен пурнăçне каялла тавăрма пулăшнине палăртрĕ. Унтан çыравçăсем сăмах илчĕç.

Арсений Тарасова республикăра пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл журналист, çыравçă, СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР Профессионаллă писательсен союзĕн членĕ, РФ Писателĕсен союзĕн членĕ, ЧР Искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, П.Осипов ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм чăваш нацийĕн И.Яковлев ячĕллĕ преми лауреачĕ, "Сутнă пÿртри юлашки каç", "Чăваш кĕпи" кĕнекесен авторĕ. Арсений Алексеевич - тĕлĕнмелле тарăн шухăшлă çын - хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Чăваш чĕлхин илемне туйма ăна амăшĕ вĕрентнĕ. Хĕрарăм хутла пĕлмен пулин те хăйĕн илемлĕ калаçăвĕпе тĕлĕнтернĕ иккен. А.Тарасов каланă тăрăх, кĕнекесем çырса кăларас ĕçре чи пĕлтерĕшли вĕсен хисепĕ мар, пахалăхĕ. Хальхи пурнăçра авторсем кĕнеке ытларах кăларас тесе тăрăшаççĕ, вĕсен содержанийĕ вара пĕлтерĕшлех мар теççĕ. Арсений Алексеевич çыравçă пулин те, анчах, телевиденинче нумай çул ĕçленине кура, чунпа хăйне тележурналист тесе шухăшланине пĕлтерчĕ.

Альбина Любимова /Юрату/ - паллă сăвăç. ЧР Писателĕсен союзĕн членĕ, РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕнче, çĕршыв, регион шайĕнчи тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ. Альбина Васильевна тĕлпулăва килнĕ çынсене тÿрех хăйĕн тапса тăракан энергийĕпе тыткăна илчĕ. Вăл чăваш культурине аталантарассишĕн нумай тăрăшать. Унăн сăввисенчен хайланă юрăсем халĕ кашни чăваш юрăçин репертуарĕнче те пур. А.Юрату сăввисем питĕ туйăмлă та илемлĕ. Автор вĕсене тĕлĕнмелле хĕрÿлĕхпе вуласа пачĕ. Унтан Галина Матвеева тухса калаçрĕ. Вăл СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, "Хамăркка", "Чăваш" кĕнекесен авторĕ, "Хыпар", "Хресчен сасси", "Советская Чувашия" хаçатсенче вăй хунă. Галина Алексеевнăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл çыравçă та, сăвăç та, куçаруçă та. Çак сăпайлă хĕрарăм чăваш чĕлхин çепĕçлĕхĕпе хитрелĕхĕ çинчен нумай калаçрĕ. Ачасене пĕчĕкренех кĕнекепе туслă пулса ÿстермеллине, вулама юратма хăнăхтармаллине палăртрĕ. Кĕнеке кăларас ĕçри кăткăслăхсем çинчен ăнлантарчĕ. Унсăр пуçне хăйĕн поэминчи пĕр сыпăкне вуласа пачĕ.

Владислав Николаев çамрăк пулин те, унăн литературăри таланчĕ никама та иккĕлентермест. Вăл журналист, çыравçă, куçаруçă, драматург, "АСАМАТ&ШЕВЛЕ" ача-пăча журналĕн тĕп редакторĕ. Владислав Дмитриевич çырнă пьесăсем тăрăх лартнă спектакльсене К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче курма пулать. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пухăннисем унăн тĕлĕнмелле витĕмлĕ юптарăвĕсене тивĕçлипех хакларĕç, автора "иккĕмĕш Крылов" терĕç. Чăваш çыравçисемпе поэчĕсене чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пăшăрхантарни сисĕнчĕ. Вĕсем тăван чĕлхене шкулсенче вĕрентессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕç. Литература ăстисем каланă тăрăх, тăван чĕлхене вĕрентме ашшĕ-амăшĕсенчен ирĕк ыйтса алă пустарнине вĕсем питĕ хирĕç. Çакă чĕлхене аталантарма мар, ăна пĕтерсе хума пултарать. Чăнах та çапла ĕнтĕ. Тăван чĕлхене пĕлменни обществăна, культурăна, этемлĕхе аркатать. Кашни халăхшăн чи хакли - унăн чĕлхи. Сăмах несĕлсен историне, культурине, йăли-йĕркисене, нацине сыхласа хăварать. Тăван чĕлхене пĕлни - ахаль тивĕç кăна мар, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç. Пирĕн ĕмĕрте ют чĕлхене вĕренни сумлă шутланать. Анчах чи малтан хамăр чĕлхене вĕренмелли пирки кам та пулин шухăша каять-ши? Тăван чĕлхене пĕлмелле, юратмалла, унсăрăн эпир хамăра чăн-чăн патриот теме пултараймăпăр. Çапла, пĕтĕмĕшле каласан, тĕлпулу ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Пухăннисем шÿтлерĕç, кулчĕç, кăштах тунсăхларĕç, шухăша кайрĕç, иртнине аса илчĕç, пуласси пирки ĕмĕтленчĕç. Çакăн евĕр тĕлпулусем юратнă çыравçăсемпе лайăхрах паллашма, вĕсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме пулăшаççĕ. Куçа-куçăн тĕл пулса калаçни авторпа унăн произведенийĕсем çине çĕнĕлле пăхма май парать.



08 ноября 2017
11:01
Поделиться