Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Кулинария» тутлă апатпа илĕртет

«Кулинария» тутлă апатпа илĕртет

Вăрмар райповĕн тата унăн тытăмĕнчи предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе хаçат вулаканĕсене эпир тăтăшах паллаштарса тăратпăр. Акă, пирĕн паянхи сăмахăмăр «Общепит» тулли мар яваплă общество шутне кĕрекен «Кулинария» закусочнăй пирки пулĕ.

«Кулинария» çинчен пĕлмен-илтмен çын районта пурăнакансем хушшинче çук та пулĕ. Вăл Вăрмар поселокĕн хăйне евĕрлĕ символĕ тесен те йăнăш пулмасть. Поселок варринче, çул тăваткалĕнче вырнаçнăскер, закусочнăй иртен-çÿрене тутлă апат-çимĕçпе сăйланма йыхравлать тейĕн. Ĕçе е киле утакансемшĕн те, больницăна е яла васкакансемшĕн те çула май кĕрсе тухма питĕ меллĕ. Кирек хăçан та халăх хĕвĕшет кунта. Поселокра епле те пулин пысăк мероприяти иртнĕ чухне вара - пушшех те. Тĕрлĕ кукăль-пÿремечсем, тăпăрчă тата повидло икерчисем, пицца, кондитер изделийĕсем тата ыттисем те /ассортименчĕ питĕ пысăк/ сентресем çинче нумай выртмаççĕ, вĕсене туххăмрах туянса пĕтереççĕ. Çак тутлă та çемçе продукцине вара Вăрмар поселокĕнчи «Светлица» кафен иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă çăнăхран апат-çимĕç хатĕрлекен цехра пĕçереççĕ, çынсем утма пуçланă çĕре, 8 сехет тĕлне «Общепитăн» ытти обществăлла апатлану предприятийĕсемпе пĕрле «Кулинарине» те илсе çитереççĕ. Çапла ир-ирех таврара тин пиçсе тухнă кукăль шăрши сарăлать, ури хăйех закусочнăй еннелле утать, ахаль иртсе кайма ниепле те май çук. Унсăр пуçне кунта ытти продукци те туянма пулать: сыр-кăлпасси, канфет-печени, сĕт-турăх тата ытти те. Кăмăл тăвакансем ятарласа лартса панă сĕтелсем хушшине чей е кофе те ларса ĕçме пултараççĕ.

«Кулинаринче» вăй хуракан хастар ĕçченсене ятран мар пулин те, сăнран пурте пĕлеççĕ. Светлана Ивановна Григорьева заведующи «Общепит» тулли мар яваплă обществăра 38 çул тăрăшать. Туянакансем ăна ырă кăмăлне тата вашаватлăхне кура питĕ хисеплеççĕ. Галина Геннадьевна Сулеймановăн та ĕç стажĕ чылай - 32 çул. Вăр-вар та тараватлăскер, вăл хăйĕн тивĕçне яланах питĕ хăвăрт та пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Эльвира Николаевна Илларионова та аслă ĕçтешĕсенчен юлмасть. Вăл «Общепитра» 2009 çултанпа вăй хурать. Çак вăхăт хушшинче хăйĕн ĕçне пĕтĕмпех хăнăхса çитнĕ, ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçать, тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать. Алевтина Витальевна Чесноковăна та асăнса хăвармалла. Вăл, кунти тирпей-илемшĕн яваплăскер, йĕри-тавра таса та типтерлĕ пултăр тет, кирлĕ чухне буфетчицăсене те пулăшать.

Закусочнăйне яланах çынсем кĕрсе тухаççĕ терĕмĕр, çавăнпа буфетчицăсен ларса канма вăхăчĕ çукпа пĕрех. Иртен пуçласа каçчен ура çинче, суту-илÿ тăваççĕ, туянакансен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ, таварĕ пĕтсе пынăçемĕн саккас параççĕ, пысăк уявсенче урамра палатка лартса тĕрлĕ продукци сутма тухаççĕ. Пĕр-пĕрне ылмаштарса, туслăн тата ăнланса вăй хураççĕ вĕсем. Ĕç планне те кашнинчех тултарса пыраççĕ. «Кулинарин» пĕр уйăхри таварçаврăнăшĕ вăтамран пĕр миллион тенкĕ ытларахпа танлашать. Çак цифрăн 70 проценчĕ - çăнăхран пĕçернĕ продукци çине лекет. Çавăнпа ĕнтĕ «Ĕçне кура хисепĕ тени» тÿрре тухать. Пултаруллă буфетчицăсене кулленех тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чыслаççĕ. Пысăкрах наградăсем пирки те каласа хăвармалла. Акă, Светлана Ивановна «ЧР потребкоопераци ветеранĕ» ятпа, «Потребкооперацинче 25 çул лайăх ĕçленĕшĕн» паллăпа, Галина Геннадьевна «Раççей потребкооперцийĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн» паллăпа тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ.



31 января 2018
15:23
Поделиться