Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕренекенсем сочиненисен черетлĕ конкурсне хутшăнчĕç

2018 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институтчĕ «Яковлев эткерлĕхне эпĕ епле упратăп» темăпа сочиненисен конкурсне ирттерчĕç. Конкурса республика шкулĕсенче вăтам тата аслă классенче вĕренекен тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче пĕлÿ пухакан 81 çамрăк хутшăннă (пĕтĕмпе 17 районпа хуларан 52 вĕренÿ организацийĕ).  Конкурса хутшăнакансенчен 3-шĕ – 8 класра, 28-шĕ – 9-мĕш класра, 20-шĕ – 10-мĕш класра, 14-шĕ – 11-мĕш класра, 6-шĕ техникумра вĕренет. Тăтăшлăхне илес пулсассăн Вăрмар (8 ĕç), Муркаш (6 ĕç), Шăмăршă (5 ĕç), Красноармейски, Сĕнтĕвăрри, Тăвай (3-шер ĕç) районĕсене тата Шупашкар хулине (20 ĕç) Тăтăшлăхне илес пулсассăн Вăрмар (8 ĕç), Муркаш (6 ĕç), Шăмăршă (5 ĕç), Красноармейски, Сĕнтĕвăрри, Тăвай (3-шер ĕç) районĕсене тата Шупашкар хулине (20 ĕç) пулнă.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Григорьева Надежда (вĕрентекенĕ Иванова И.В.)  «Чун пуянлăхĕ - ĕмĕрлĕх»  юмах çырса«Тĕнче илемĕ чун пуянлăхĕнчен килет» номинацире  28 балл  пуçтарса çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.



03 октября 2018
08:23
Поделиться
;