Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Геннадий Никандрович Волкова халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерÿçисем

Шкул ачисене тата педагогсене Раççĕй Федерацийĕн  сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕпе пĕрле Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерчĕ. Пултарулăх фестивалĕ темиçе номинацирен тăчĕ. Вăрмар шкулĕнче вĕренекен Яковлев Александр «Чи лайăх иллюстраци» номинацире  призёрсен шутĕнче.Вăрмар шкулĕнчи 9Г класра пĕлÿ пухакан Ананьева Мария «Буктрейлер» номинации çĕнтерÿçи. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Ирина Васильевна «Прозăпа поэзи» номинацире призёрсен шутĕнче.



30 октября 2018
08:07
Поделиться
;