Кăмăлĕ ырă, вăй-халĕ иксĕлми
Юнашарах пурăнать вăл санпа. Тен, пĕрлех ĕçлет-и? Çывăх çыннăн характерне, унăн ĕçченлĕхне çийĕнчех чухлатăн. Пултаруллă çын çинчен итлеме е хаçатра вулама та кăмăллă.
Сăмахăм Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ, унтах тĕпленнĕ Николай Георгиевич Васильев çинчен пырĕ. Вăл 1958 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ — Георгий Васильевич Васильев ялта, таврара та паллă кăмака ăсти пулнă. Амăшĕ — Юлия Ивановна малтан колхозра, кайран килти хуçалăхра вăй хунă. Вĕсем 4 ывăл та 1 хĕр ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Николай çемьере виççĕмĕш ывăл пулнă. Пурте вĕсем ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ашшĕ ывăлĕсене çамрăклах кăмака ăсталама вĕрентнĕ.
1976 çулта Николай Кĕтеснерти вăтам шкултан вĕренсе тухать. Çав çулхинех Мичурин ячĕпе хисепленекен тăван колхозра комбайн çинче ĕçлеме пуçлать. Тепĕр çулхине Вăрмарти ДОСААФ автошкулĕнче вĕренсе алла водитель правине илет. Часах унăн Совет çарне кайма черет çитет. Тус-юлташĕсем, тăванĕсем ăна салтака савăнăçлă лару-тăрура ăсатса яраççĕ, командирсемпе начальниксен приказĕсене çирĕп пурнăçласа пыма наказ параççĕ. Çамрăк каччă Байкал леш енчи çар округне, танк полкне лекет. Инженерпа сапер ротинче аслă техник пулса службăра тăрать. Çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ пулать. Чăваш каччи салтаксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ ăна киле кайса курма вунă кунлăх отпуск параççĕ. Служба срокĕ вĕçленсен киле сержант званипе таврăнать. Салтакран ăс-хакăлпа вăй-хал енчен çирĕпленсе таврăннă каччăна колхоз руководителĕсем часах асăрхаççĕ, ăна комбайн çирĕплетсе параççĕ. Ĕçсĕр тунсăхласа çитнĕ алăсем комбайн штурвалне çирĕп ярса тытаççĕ. Хĕрÿ ĕççинче шанса панă техникăна тухăçлă ĕçлеттерет. Районти комсомолецсемпе çамрăксен экипажĕсем хушшинче пуçарнă ăмăртура ырă тĕслĕх кăтартать. Август уйăхĕнчи виçĕ кунхи ăмăрту итогĕсем тăрăх ВЛКСМ райкомĕ çĕнтерÿçĕсене паракан «Ĕççин паянхи геройĕ» хисеплĕ ята тата куçса çÿрекен хĕрлĕ вымпела çĕнсе илет.
— Çакă манăн пурнăçри пĕрремĕш награда пулчĕ, — тулли кăмăлпа аса илет Николай Георгиевич.
Çав çулхине вăл СК-5 комбайнпа пурĕ 4314 центнер тырă çапса илнĕ, районти 32 комбайнер хушшинчи тупăшура малтисен ретне тухнă.
Тыр-пул пухса кĕртмелли тапхăр вĕçленсен колхоз председателĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Сергей Лукич Лукин ăна çăмăл автомашина çине лартать.
— Ĕçлеме эсĕ пултаратăн, шанчăклă çын, малашне иксĕмĕр пĕрле çÿрĕпĕр, - тенĕ Сергей Лукич.
Çапла вара колхоз председательне турттарма пуçлать. Çав вăхăтрах заочно майпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне агрономи факультетне вĕренме кĕрет.
1985-1987 çулсенче Вăрмар район Совечĕн депутачĕ пулать.
Институтра вĕренсе агроном дипломне алла илнĕ хыççăн ĕçне те улăштарать Николай Георгиевич. 7 çул ытла колхозра хăмла пухса илес енĕпе агрономра вăй хурать. Хуçалăхра хăмла лаптăкĕ ун чухне 22 гектар шутланнă. 1970-1980 çулсенче районĕпе хăмла вăтамран кашни гектартан 7,2 центнер туса илнĕ пулсан, Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозра 12,2 центнер, районти чи пысăк кăтарту. 1985 çулта хăмла тухăçне кашни гектартан 13,5 центнера çитернĕ. Çакăнта хăмла çитĕнтерекен агрономăн Н.Васильевăн тÿпи уйрăмах пысăк пулнă. Ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, агротехника хушăвĕсене çирĕп пурнăçласа пынипе илме пултарнă çак тухăçа.
— Пысăк тухăçлă хăмла туса илнĕшĕн пире патшалăх çăмăл автомашина, КАвЗ автобус парнелерĕ тата хăмла çинче ĕçлекенсене укçан преми парса хавхалантарчĕ, — савăнăçне пытараймасть Николай Георгиевич.
Пĕр вăхăтра ялти шкул директорĕн заместителĕнче, колхозра тĕп агрономра та тăрăшать.
Пуçаруллă та пултаруллă организатора, ырă кăмăллă та çирĕп вăй-халлă çамрăка 2001 çулхи февраль уйăхĕнче Кĕтеснер ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ. 2002 çулхи апрель уйăхĕнче Н.Васильева Чăваш Республикинчи муниципаллă службăн муниципаллă советникĕн 3-мĕш класлă квалификаци разрядне параççĕ.
Хуть те мĕнле должноçра ĕçлесен те Н.Васильев хăйне шанса панă ĕçе чунтан тăрăшса тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçланă. Ял çыннисем умĕнче тата районта пысăк авторитет çĕнсе илнĕ. 2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна «Чăвашсетьгаз» уçă акционерлă обществăн Вăрмарти филиалне диспетчерта ĕçлеме илеççĕ. Тепĕр çултан декабрь уйăхĕнче ăна «Вăрмаргаз» филиалăн директорăн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ пулма çирĕплетеççĕ. 2006 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче «Вăрмаргаз» филиала çĕнĕлле йĕркелесен Н.Васильева «Чăвашсетьгаз» уçă акционерлă обществăн «Козловкамежрайгаз» филиалĕн Вăрмарти газ участокĕн начальникĕ пулма куçараççĕ. Обществăн ячĕсене улăштарчĕç пулин те, пирĕн ентеш Николай Георгиевич çавăнтах вăй хурать. Газ системинче ĕçлеме пуçланăранпа 14 çул çитрĕ ĕнтĕ. Вăл ертсе пыракан коллектив çак тапхăрта самай пысăк ĕç турĕ. 2006 çултан пуçласа 2018 çулччен газ паракан 8 пункт çĕнĕрен хута янă. Модульлĕ 5 фельдшерпа акушер пунктне газ кĕртнĕ. 1672 уйрăм çуртра, нумай хваттерлĕ çуртсенчи 312 хваттерте çутçанталăк газĕпе усă кураççĕ.
Районĕпе пурĕ 9459 хваттерте газ çунать. Çул çитмен ачасен учрежденийĕсен котельнăйĕсене çутçанталăк газĕ çине куçарнă.
2007 çултанпа Пысăк Енккассинчи вăтам, 2013 çултанпа Пинерти тĕп шкулсем газпа усă кураççĕ. Кашни çулах Вăрмар район территорийĕнче 25 миллион кубла метр газ пăрăхсем тăрăх саланать.
Коллектив тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса тăтăшах призлă вырăнсене çĕнсе илет.
2015 çулта пултаруллă ĕçчене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйлаççĕ.
Эпир калаçса ларнă вăхăтра, диспетчер штачĕ çуккине пула, начальник пÿлĕмĕнче телефон пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăртатрĕ. Акă, Энĕшпуçĕнчи Полевая урамри 42-мĕш çуртра пурăнакансем газ шăрши сарăлни çинчен пĕлтерчĕç. Н.Васильев начальник кăлтăксене юсама унта çийĕнчех бригада кăларса ячĕ. Кун пек тĕслĕхсем унăн кашни кунах темиçе те тĕл пулаççĕ.
Ĕçе юратни, хăйĕнчен тата пĕрле ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтни, дисциплина çÿллĕ шайра пулни пулăшать те ĕнтĕ çитĕнÿсен çулĕпе малалла çирĕппĕн утма.
«Ĕçне кура — хисепĕ», теççĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕшĕн тата нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Николай Георгиевич Васильева район администрацийĕ, «Чăвашсетьгаз» уçă акционерлă общество, «Газпром» акционерлă общество темиçе хутчен те Хисеп грамотипе наградăланă, Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.
Мăшăрĕпе — Надежда Алексеевнăпа вĕсем икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Ачисем, çемье çавăрса, Шупашкарта пурăнаççĕ. Яла тăтăшах килсе ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Хальлĕхе вĕсен Даша мăнук çитĕнет.
Кăçалхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче Николай Георгиевич Васильев 60 çул тултарать. Çак чаплă юбилей ячĕпе ăна чĕререн ăшшăн саламлатпăр, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх, телейпе юрату сунатпăр.