Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Яковлев вулавĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене Чăваш çĕр-шывĕн  паллă çыннисем çинчен тата лайăхрах пĕлме пулăшас,  чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарас,   шкул ачисен монологпа  диалог мелĕпе чăвашла калаçас ăсталăхне туптанă май халăх умĕнче калаçас хăнăхăвне аталантарас тĕллевпе «Яковлев вулавĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна чăваш патриархĕ  Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа  170  çул тултарнине халалланă. Конференцие районти  шкулсенчен  5–11-мĕш классенче вĕренекен  17 ача  хутшăнчĕ.  Вĕсем «И.Я.Яковлевăн литературăри ĕçĕ- хĕлĕ», «И.Я.Яковлевăн ĕçĕ- хĕлĕн пĕлтерĕшĕ», «И.Я.Яковлев тата Кивĕ Вăрмар», «И.Я. Яковлевăн Чун Халалĕ- чăваш халăхĕн ăс- хакăлне тата кăмăл-сипетне ăнлантаракан пил», «И.Я.Яковлев калавĕсенчи тĕп темăсем», «И.Я.Яковлев тата чăваш литератури», «И.Я.Яковлев – куçаруçă», «И.Я.Яковлев - малашлăха шанса тăнă хастар çын», «И.Я.Яковлев мана хĕрхенчĕ», «И.Я.Яковлев тата Чĕмпĕр шкулĕ», «И.Я.Яковлев – великий чувашский просветитель», «Творчество И.Я.Яковлева», «Алексей Васильевич Рекеев- один из основоположников чувашской письменности и литературы» темăсемпе тухса калаçрĕç. Жюри автор хăйĕн материалне туллин пĕлнипе  каласа пама пултарнине,   чăваш пуплев тата грамматика нормисене, регламента пăхăннине шута илсе çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕ. Палăртма кăмăллă, пур ача та  хаклав критерийĕсене пăхăннă, çавăнпа пурне те саламлатпăр.

Фото



29 ноября 2018
13:19
Поделиться
;