Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Новым годом и Рождеством!

Хисеплĕ ентешсем, Вăрмар районĕн çыннисем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе чунтан саламлатпăр.
Çак уявсем кашни киле, кашни çемьене капăр та илемлĕ чăрăшпа, парнесемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе, шухăшсемпе килсе кĕреççĕ.
Кĕçех 2018 –мĕш çул историн тепĕр страници пулса хыçа юлать. Пирĕн районшăн вăл япăх мар кăтартусемпе вĕçленет. Промышленнăçра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ ĕçĕнче, культурăра, суту-илÿре тата ытти отрасльсенче те курăмлă улшăнусем пулни савăнтарать. Пурнăçа кĕртнĕ тĕллевсенче пирĕнтен кашнийĕ хăй тÿпине хывнă.
Хаклă тăванăмăрсем! Пархатарлă ĕçĕрсемшĕн, тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чунтан тав тăватпăр. Мал ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пирĕн опыт, профессионализм, чăтăмлăх çителĕклĕ. Пĕрлĕхре – вăй. Çакна асра тытса йывăрлăхсене çĕнтерсе, ĕмĕтсемпе шухăшсене ăнăçлă пурнăçа кĕртес тесе тăрăшса çирĕппĕн малалла утар. Уявсем ячĕпе сире чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тулăх та мирлĕ пурнăç, ăнăçу сунатпăр, кил-çуртсенче юратупа телей хуçалантăр, çĕнĕ çулхи кашни кун савăнăç та ырă кăмăл кÿтĕр.
Çĕнĕ çул ячĕпе, çĕнĕ телейпе сире!


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                           М.А. Пуклаков

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                               А.В. Васильев

Дорогие жители Урмарского района!

От всей души поздравляем вас с Новым годом и Рождеством Христовым!

Эти праздники входят в каждый дом, в каждую семью нарядной елочкой, подарками, с новыми целями и мыслями.

Скоро 2018 год станет еще одной страницей истории. Наш район завершает этот год с неплохими показателями.  Радуют позитивные перемены в промышленности, сельском хозяйстве, здравоохранении, образовании, культуре, торговле и других сферах. В реализованных проектах есть доля каждого из нас.

Дорогие друзья! Искренне благодарим вас всех за кропотливый труд,  вклад каждого в развитие родного района. Для осуществления дальнейших планов у нас есть опыт, профессионализм, терпение. В единстве – сила. Не забывая об этом, преодолевая все трудности, воплощая в жизнь намеченные планы, будем двигаться по пути дальнейшего развития.

От всего сердца поздравляем вас с праздниками. Желаем крепкого здоровья, удачи. Пусть в ваших домах царят любовь и счастье, пусть каждый день в Новом году принесет только радость и хорошее настроение.

 С новым годом, с новым счастьем!   

 

Глава Урмарского района                                                                                     М.А. Пуклаков

 

Глава администрации Урмарского района                                                            А.В. Васильев                                                    

 



29 декабря 2018
14:31
Поделиться
;