Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ялти ятлă-сумлă ватă, юратнă мăшăр, пичче, атте, асатте, кукаçи – Куприн Карл Захарович – 90 мĕш хут Ращтав уявне паллă турĕ

Ялти ятлă-сумлă ватă, юратнă мăшăр, пичче, атте, асатте, кукаçи – Куприн Карл Захарович – 90 мĕш хут Ращтав уявне паллă турĕ

Ялти ятлă-сумлă ватă, юратнă мăшăр, пичче, атте, асатте, кукаçи – Куприн Карл Захарович – 90 мĕш хут Ращтав уявне паллă турĕ.

      Ульяна Михайловнăпа Карл Захарович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех совхоз уй- хирĕнче ырми-канми ĕçленĕ, тăватă ачине аслă пĕлÿ илме, ура çине çирĕп тăма пулăшнă. Телейлĕ мăшăр 60 çул пурнăç сукмакĕпе çирĕппĕн утать, паян та вĕсем çамрăк чухне- хиллех вăр-вар, ырă кăмăлпа ачи – мăнукĕсене кĕтсе илеççĕ, ăсатаççĕ.   

     Юбилей ячĕпе саламлама килнĕ Пысăк Еньккасси ялсен тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А. Александровăпа «Сарнар» халăх  фольклор  ушкăн  артисчĕсене  те  Купринсен  çемьи ăшшăн, хапăл туса кĕтсе илчĕ.    Любовь  Алексеевна юбиляра  Раççей  президенчĕ В.В.Путин, Вармар район администраци пуçлăхĕ А.В.Васильев, Пысăк Еньккасси  ял администрацийĕ  ячĕпе  янă саламлă хисеп çыруйĕсене вуласа пачĕ, парне парса чысларĕ. Артистсем илемлĕ юрă парнелерĕç, тăванлăхпа кĕреке  юррисене киль хуçисемпе хăнасем пĕрле шăрантарчĕç. Юрларĕç, савăнчĕç, аса-илÿ çăмхине те кустарчĕç. Яланхиллех Карл Захаровичăн тем çинчен те калаçмалли тупăнчĕ, Любовь Алексеевна патне те тĕрлĕ ыйтусем тупăнчĕç.  Тарават кил хуçисем  хăнасене тутлă кукăльпа вĕри чей ĕçтерсе ăшшăн сывпуллашрĕç, çитес Раштава та пĕрле ирттерме хавасси çинчен систерчĕç.   

Фоторепортаж



Большеяниковское сельское поселение Урмарского района
11 января 2019
17:13
Поделиться
;