Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Международным женским днем

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире çурхи чи илемлĕ уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.
Çак кун çулталăкри ытти кунсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Вăл сирĕн кулăрăн ăшшипе, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тата çĕнĕлĕхпе тулать. Çав вăхăтра ăут çанталăк хĕл ыйхинчен вăранса чĕрĕлме тытăнать, чунра çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуралать. Иксĕлми юратупа илеме, тарăн ăспа ыр кăмăллаха, ăш пиллĕхпе чăтăмлăха сăнарлакансем, эсир пурнăçа савăнăçлăрах тата çураçуллăрах тăватăр.
Хисеплĕ хĕрарăмсем! Эпир сире ăнлануллăхшăн тата ырă кăмăллă пулнăшăн, çемье вучахне упрама пĕлнĕшĕн, ачасене ăс-тăнлă та пултаруллă туса пăхса çитĕнтернĕшĕн тата хăвăр çав хушăрах ĕçре, общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн чĕререн тав тăватпăр.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, юрату тата ăнăçу сунатпăр, çурхи кăмăл-туйăм яланах сирĕнпе пĕрле пултăр, ĕмĕтсемпе шухăшсем пурнăçа кĕччĕр, тăвансемпе çывăх çыннăрсемпе туслă та савăнса пурăнăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                          М.А. Пуклаков


Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                     А.В. Васильев

Дорогие женщины!

От всего сердца поздравляем вас с самым прекрасным весенним праздником  - с Международным женским днем 8 Марта!

Этот день значительно отличается от других дней в году. Он согрет теплом ваших улыбок, проникнут настроением радости и обновления. В это время пробуждается и расцветает природа, зарождаются новые планы и мечты. Воплощая в себе любовь и красоту, мудрость и милосердие, душевность и терпение, вы вносите в жизнь радость и гармонию. 

Милые женщины! Мы благодарим Вас за понимание и великодушие, признательны за Ваше умение сохранять семейный очаг, воспитывать детей сильными конкурентоспособными личностями и, при этом, достигать больших успехов в профессиональной и общественной деятельности.

Желаем  всем вам крепкого здоровья, счастья, любви и удачи. Пусть весеннее настроение никогда не покидает вас, воплотятся в жизнь все ваши мечты, живите в мире и согласии с родными и близкими вам людьми.

 

Глава Урмарского района                                                                                    М.А. Пуклаков

 

 Глава администрации

Урмарского района                                                                                                 А.В. Васильев



07 марта 2019
10:13
Поделиться
;