Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăнара илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Карак Ҫырма ял клубĕнче Пысӑк Енккасси ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Л.А.Александрова халăхпа куҫа-куҫăн курăнса пурнăҫри тĕрлĕ ыйтусемпе хуравсен тĕл-пулу каҫне ирттерчĕ. Тĕл-пулура ял халăхĕн тĕрлĕрен канăҫсăрлантаракан ыйтăвĕсене Любовь Алексеевна ăнлавлăн та тĕрĕс хуравлама тăрăшрĕ. Пысăк Енккасси ялĕн культура ҫурчĕн илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ пухăва пуҫтарăннисен кăмăл-туйăмне ҫĕклесе илемлĕ те янравлă юрăсем шăрантарчĕ. А.Яковлева, Н.Григорьев, И.Григорьева,Р.Моисеева тахҫанах таврари юра-ташша кăмăллакансен чĕрисенче чи ырă витĕм кӱрекен, хĕм сапакан юрăҫсем пулса тăчĕҫ. Алевтина Яковлева, Мария Васильева ертсе пыракан «Еник» халăх фольклор, ташă ушкăнĕсен юрри-ташшисене карăкҫырмисем хапăл туса йышăнчĕҫ. Александр Александров, Галина Прохорова, Николай Яковлев вара хальхи чăваш эстрада юррисене «ҫăлтарсенчен» пĕрре те кая мар шăрантарчĕҫ, ҫавăншăн вĕсене куракан чылайччен алă ҫупса хавха кӱчĕ. Чылайччен шăранчĕ ял клубĕнче савăнăҫлă юрӑ-ташă.



03 апреля 2019
11:51
Поделиться
;