Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район шайĕнчи «Чĕрĕ сăмах» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти ача - пăча пултарулăхĕн  çуртне   кашни шкултан тенĕ пекех вĕренекенсем пуçтарăнчĕç.  Кунта район шайĕнчи «Чĕрĕ сăмах» конкурс иртрĕ.  Конкурсӑн тĕп тӗллевӗ: проза произведенийӗсене чӑвашла илемлӗ вуласси.  Çак   мероприятие 5-10 класра вӗренекен 13  ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вĕсем хайлав сыпăкне илемлĕ вулас  ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.  Вĕренекенсем  А.Артемьев, Ангелина Павловская, Марфа Трубина, Н.Терентьев, Ольга Туркай, Е.Гордеева,  Г.Н.Волков, Юхма Мишши çырнă хайлавсенчи сыпăксене  чуна пырса тивмелле вуласа пачĕç. Сумлă жюри членĕсем  ачасен пултарулăхне виçĕ ÿсĕмпе хакларĕç: пӗрремӗш ӳсӗмрисем — 5-6 классем, иккӗмӗш ӳсӗмрисем — 7-8 классем, виççĕмĕш ӳсӗмрисем – 9-10 классем. Конкурса хутшăннисем район шайĕпе иртнĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç: Чулкас шкулĕнчи Павлова Виктория, Кĕтеснерти Петрова Дарья 5-6 класс ачисем хушшинче 2-мĕшпе 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. 7-8 классем хушшинче Кавалти Алексеева Карина 1-мĕш, Чупайĕнчи Иванова Аннăпа Энĕшпуçĕнчи Николаева Кристина 2- мĕш вырăна пайларĕç, 3-мĕш вырăнта Алексеева Ангелина (Кивĕ Вăрмар),  Ванюкова Инесса (Вăрмар), Иванова Анна (Пинер) пулчĕç.  9-10 класс ачисем хушшинче  Тимофеева Дарья (Пысăк Енккасси), Фролова Арина (Энĕшпуç) 1-мĕш вырăна тухрĕç, Краснова Евгения (Вăрмар)  2-мĕш вырăн йышăнчĕ, 3- мĕш вырăнта Симушкина Ульяна (Вăрмар) тата Аверьянова Кристина (Манçырма) пулчĕç. Конкурса  хутшăнма хатĕрленĕ ачасен вĕрентекенĕсене пурне те саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр.



МБДОУ ДОД "ДДТ"
10 апреля 2019
14:09
Поделиться
;