Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем пожарной охраны

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!
Вут-çулăмпа кĕрешекенсен ĕçĕ сумлă та хисеплĕ. Кашни кунах эсир çума-çумăн тăрса пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтеретĕр, чрезвычайлă лару-тăру инкекне сирсе, хăвăрăн пурнăç çинчен шухăшламасăр хăюлăхпа паттăрлăх кăтартатăр.
Пушар службин ветеранĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Вĕсем хăйсен паха опытне тата пĕлĕвне çамрăк сотрудниксене параççĕ, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентеççĕ.
Малала та пушар хуралĕн сотрудникĕсем хăйсен професси тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырасса, çынсене вут-кăварпа çыхăннă инкекрен хӳтĕлессе шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, çитĕнÿсем сунатпăр!


Вăрмар район пуçлăхĕ                                                                                         М.А. Пуклаков

Вăрмар район  администрацийĕн пуçлăхĕ                                                           А.В. Васильев

Уважаемые работники и ветераны пожарной охраны!

 

Сердечно поздравляем вас с профессиональным праздником! 

Профессия огнеборца почетна и уважаема. Каждый день плечом к плечу вы стоите на страже пожарной безопасности, проявляете мужество и отвагу, идете на риск, ликвидируя последствия чрезвычайных ситуаций.

Выражаем глубокую признательность ветеранам пожарной службы, которые передают свой бесценный опыт и знания молодым сотрудникам, воспитывают в подрастающем поколении чувства патриотизма и верности долгу.

Уверены, что и впредь сотрудники пожарной охраны будут ответственно выполнять свои профессиональные обязанности, надежно защищая людей от огненной стихии.

Поздравляя вас всех с праздником, желаем крепкого здоровья, стойкости, дальнейших успехов!

 

 Глава Урмарского района                                                                                 М.А. Пуклаков

 

Глава администрации Урмарского района                                                           А.В. Васильев



30 апреля 2019
08:50
Поделиться
;