Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Урнар-Саруйсен ял Уявĕ "Юрла, савăн Тăван Ял"

Илемлĕ те хитре шăматкун, майăн 25 мĕшĕнче, Урнарсемпе Саруйсем, ял уявне анлăн паллă турĕç. Ял ĕçченне çанталăкĕ те хирĕç каяймарĕ. Кунĕ уяр та илемлĕ тăчĕ, пĕтĕм халăха уява йыхăрать тейĕн. Кăтартнă вăхăт тĕлне халăх стадиона йышлăн пухăнчĕ. Уява яланхиллех библиотека заведующийĕ Д.Алексеева уçрĕ, унтан килнĕ хаклă хăнасем сăмах илчĕç. Ял халăхне малтан уяв ячĕпе Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ  Николай Анатольевич Павлов, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Алексеевна Александрова, ял старостисем Н.Е.Никифоровпа В.П.Ефимов саламларĕç.  Саруйсем ниме майĕпе, пĕтĕм ял çынни тăрăшнипе, яла кĕнĕ çĕрте, пысăк  баннер сĕклесе лартнă, ăна та илемлĕ самантпа усă курса паянхи уявра халăхпа пĕрле уçрĕç. «Ырă сунса кĕтет сире Саруй ялĕ»- текен сăмахсене вуласан чунра ырă та ăшă пулса каять, сире ялта кĕтеççĕ тенĕнех туйăнать. Уява малалла тăснă май, Любовь Алексеевна тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухакансене, ялти чи ватă тата чи çамрăк граждансене, ял пурнăçĕнче активлă хутшăнакан ял çыннисене хисеп хучĕсемпе парнесем парса чысларĕ. Уява илемлĕ юрă-ташăпа «САРНАР» тата «ЕНИК» халах фольклор ушкăнăсем илемлетсе пычĕç, ял ĕçченне илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ача-пăча вали ятарласа сикекен матрассем илсе килнĕ. Коцерт вĕçленсен Николай Васильевич Тимофеев фермер пухăннисене тутлă хашламапа сăйларĕ,  Ирина Ивановна Ефимова тутлă кăваспа хăналарĕ. В.П.Ефимов, Э.А.Егоров, Д.О.Расколов çамрăксене тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнтарчĕç. Спортпа туслисене, малти вырăнсене çĕнсе илнисене, В.В. Егоров предпрениматель хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ. РАЙПОпа  «РУЧЕЕК» лавккисем ял халăхне тутлă кукăль, пылак та техĕмлĕ шывсемпе кунĕпех сăйларĕç. Каçпа вара стадионри волейболпа футбол площадки çамрăксен сассипе тулчĕ, ялăн малашлăхĕ пысăккине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Фото



Большеяниковское сельское поселение
27 мая 2019
09:37
Новости
Поделиться
;