Эсир вара ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçланă-и?
Çĕршывра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетесси, физкультурăпа туслă çынсен шутне ÿстересси, граждансен пурăнаслăх çулĕсене вăрăмлатасси, халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, физвоспитани тытăмне çĕнетсе лайăхлатасси, ачасемпе çамрăксен, студентсен массăллă спортне аталанма пулăшасси, спорт клубĕсемпе физкультура организацийĕсен шутне ÿстересси — шăпах çак курăмлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО\ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăнта тăраççĕ.
Пирĕн çĕршывра ГТО юхăмĕ 1931-1991 çулсенче вăй илнĕ пулнă, нормативсене 10 çултан пуçласа 60 çулчченхи çынсем пурнăçлама пултарнă. СССР саланса кайсан ГТО комплексĕ те манăçа тухнă. 2014 çултанпа вара вăл Раççейре çĕнĕрен аталанма пуçланă. Çав çулхи мартăн 24-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ çинчен» Хушăва алă пуснăранпа ГТО комплексĕ çĕршывра чăннипех те аталану çул-йĕрĕпе пырать, Вăрмар районĕнче те çаплах. Ача сачĕсен воспитанникĕсем те, шкул ачисем те, аслăрах ÿсĕмрисем те — çав шутра тĕрлĕ учрежденисенче ĕçлекенсем пĕтĕм коллективĕсемпех, уйрăмшарăн та — нормативсене пурнăçлассине хастаррăн хутшăнаççĕ.
Вăрмар район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ГТО комплексĕ çĕнĕрен пуçланса кайнăранпа 2019 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен районта 2100 çын ытла нормативсене пурнăçлама тĕллевлесе ГТО сайтĕнче регистрациленнĕ, уйрăм ID-номер илнĕ. Кăçалхи çур çул пирки калас пулсан, 530-а яхăн çын нормативсене пурнăçлама хутшăннă. Вĕсем хушшинче шкул ачисем, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн, информаци пайĕн, районти тĕп больницăн, Вăрмар райповĕн, районти вĕрентÿ тытăмĕн ĕçченĕсем тата ыттисем те.
ГТО знакĕшĕн 6 çулхи ачасенчен пуçласа 70-е çитнисем тата вĕсенчен те аслăраххисем тупăшма пултараççĕ. Ку вăл кашнин хăйĕн ирĕкĕпе пулса пырать, çакна тума никама та хистемеççĕ. Нормативсене пурнăçлас текенсен ятарлă тĕрĕслевсем витĕр тухмалла: вăрăм тата кĕске дистанцисене чупасси, туртăнасси, вырăнтан вăрăмăшне сикесси тата ытти те. Хĕрарăмсемпе арçынсен хăйсен уйрăм нормативсем. Вĕсене пурнăçлакансене ГТО комплексĕн ылтăн, кĕмĕл е бронза медалĕсемпе наградăлаççĕ.
Хăшĕсем ыйтма пултараççĕ: мĕнре-ха ГТО пĕлтерĕшĕ, мĕнле усă парать вăл? Чи малтанах — вăйлă та сывлăхлă пулма пулăшать, ГТО значокĕ çын ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннине çирĕплетет. ГТО нормативĕсене пурнăçланă выпускниксем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытнă чухне хушма баллсем илеççĕ, ку вара аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ чухне пĕлтерĕшлĕ. Нормативсене ăнăçлă пурнăçласан шкул ачисем физкультурăпа «пиллĕке» тивĕçеççĕ.
ГТО нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе Вăрмар районĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ категорири çынсем хушшинче ятарлă мероприятисем, фестивальсем, конкурссем иртеççĕ. Акă, çак кунсенче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулсенче тата Пинерти тĕп шкулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчи IV пусăмри ачасем — 9-мĕш класс вĕренекенĕсем хушшинче «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО\ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн кĕрхи фестивалĕ иртрĕ. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта хăйсем ĕçпе хÿтĕлеве мĕнле хатĕррине çак шкулти ачасемсĕр пуçне Кивĕ Вăрмарти вăтам тата Кавалти тĕп шкулсенче вĕренекенсем те тĕрĕслерĕç. Фестивале хутшăнакансем умĕнче хавхалантаракан сăмахсемпе Вăрмар район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Анна Григорьева тухса калаçрĕç, нормативсене ăнăçлă пурнăçлама сунчĕç. Пуçланчĕ вара хаваслă хĕвĕшÿ. Спорт залĕн пĕр кĕтесĕнче туртăнаççĕ, тепĕр енче гимнастика сакĕ çине тăрса кам хăш таран пĕшкĕнме пултарнине тĕрĕслеççĕ, юнашарах — вырăнтан вăрăмăшне сикекенсем, çурăм çине выртса кĕлеткине çĕклекенсем, отжимани тăвакансем. Çак тĕрĕслевсем витĕр тухнă хыççăн ачасем чупассипе те тупăшрĕç. Яваплă судьясем вара кам мĕнле кăтартупа палăрнине çырса пычĕç.
Айккинчен пăхса тăнă май ачасем пурте питĕ пултаруллă пулни курăнчĕ. Хастар та çивĕч вĕсем, куçĕсем çиçеççĕ, нумайăшĕ нормативсене çăмăллăнах пурнăçлаççĕ. Ку вăл вĕсен физкультура вĕрентекенĕсен тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлне туллин çирĕплетет.
Спорт уявĕ пурин кăмăл-туйăмне те çĕклерĕ, малалла та сывă пурнăç йĕркипе туслă пулма хавхалану парнелерĕ.
Эсир вара ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçланă-и?
«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.Данилова хатĕрленĕ.