Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçпе ĕçĕн тĕлĕ пур, кашни ĕçĕн йĕрки пур

Ĕçпе ĕçĕн тĕлĕ пур, кашни ĕçĕн йĕрки пур

Вăрмар район центрĕнчен Шăплат ялĕ 20 километрта вырнаçнă, Шăплатран Шупашкара çитме вара 66 километр. Паянхи кун тĕлне Шăплатпа Ыхраçырми ялĕсенче 150 хуçалăх, вĕсенчен 115-шĕ ялта тĕпленсе пурăнакансем, 35-шĕ дачниксем. Кÿршĕллĕ икĕ ялта 351 çын пурăнать.

Шăплат ялне райцентртан автобус çÿремест, шкул ачисене Пăртас ялĕнчен шкул автобусĕпе Пысăк Енккасси ялне турттараççĕ. Шăплата кĕр­хи илемлĕ уяр кун пырса кĕнĕ май пĕр вырăнта чарăнса тăнă пĕчĕк мар выльăх кĕтĕвĕ куçа илĕртрĕ. Выльăх усрама меллĕ пулнăран нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ кунта. Яла пырса кĕнĕ май уйра та, килти пахчасенче те купăста çитĕнекен сип-симĕс пысăк­шар лаптăксем куçа илĕртеççĕ. Шăплат – купăста çитĕнтерекен ял. Кунти чылай çемье ытти пахчаçимĕçпе пĕрлех ку­пăста нумай ÿстерет. Çак шут­ра Наталья Геннадьевнăпа Ве­ниамин Витальевич Андреевсен туслă та ĕçчен çемйи. Ĕç вăл ĕçчене юратать. Ĕçчен ашшĕ-амăшне кура ачисем те çĕр çинче ĕçлесе çитĕнеççĕ. Андреевсем 4 гектар çĕр çинче купăста, 30 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ кăçал. Унсăр пуçне çĕрулми те. Купăстан «Агрессор», «Ринда», «Зеленор», «Куизор» сорчĕсене лартса ÿстернĕ вĕсем кăçал. Ятарласа купăста калчине çитĕнтерме çуркунне Владимир облаçĕнчен пахалăхлă торф кÿрсе килнĕ. Куславккари пурте пĕлекен пахчаçимĕç çитĕнтерекен «Энежъ» хресчен-фермер хуçалăх ертÿçи Василий Николаевич Семенов — паянхи «купăста патши» — хăйĕн ĕçне пуçарса яриччен çак усăллă пахчаçимĕçе çитĕнтерес вăрттăнлăхсене шăпах та Андреевсенчен вĕреннĕ иккен. Паянхи кун та пĕр-пĕринпе канашласа, ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ вĕсем.

«Кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен самай лайăхрах. Çавăн пекех çĕрулми, тыр-пул пахалăхĕ те аван. Çĕрулмин ир пулакан «Коломбо» сортне июль варринчех, ытла та йÿнелсе кайиччен, сутма пуçларăмăр. Юрать, ывăлăм маттур. Кашни кунах тоннăран та ытларах çĕрулми тиесе автомашинăпа Хусана çÿрерĕ. Пĕчĕкренех техникăпа кăсăкланаканскер педаль пусма ура вăйĕ çитмен пулин те трактор рулĕ умне ларатчĕ», - каласа парать Вениамин Витальевич 23 çулхи ывăлĕ пирки. Уйра утă тиенĕ вăхăтра трактора пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кăна шутарса пымалла чухне арçын ача аслисене самай пулăшу кÿнĕ. Халĕ вăл пур ĕçе те тума пĕлет. Ашшĕпе иккĕн пĕрер трактор çине ларса сухалама тухаççĕ те — палăртнă ĕçе икĕ хут часрах туса пĕтереççĕ. Виталий аслă пĕлÿллĕ, Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хуларинчен ытларах ял пурнăçĕ килĕшет иккен пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскере. Çамрăк каччăпа çывăхрах паллашса калаçнă май палланă çын пек курăнчĕ. Тинех аса илтĕм. Вăрмар пасарĕнче май уйăхĕнче никамăн пахчинче те çук чухне вăл симĕс хăяр сутатчĕ. Пахчара вĕсен хăяр ÿстермелли 40 метр тăршшĕ теплица ларать. Шăпах çак теплицăри хăяра сутнă иккен вăл çулла. Хăярĕ вара паянхи кун та ÿсет теплицăра.

Виталин йăмăкĕ Вика 18 çулта, вăл халĕ Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра аслă пĕлÿ илет. Хĕр пулин те, вăл та пур техникăпа та чупма маттур. Канмалли кунсенче кашнинчех тăван киле килсе çÿрет, ашшĕ-амăшне пулăшать.

Эпир пынă вăхăтра та ашшĕпе ывăлĕ ĕçлетчĕç, паллаканнисем, ялта ыйтаканнисем валли михĕсем çине тырă тултаратчĕç. Тырра вырнаçтарса ун вырăнне кĕçех купăстапа тултармалла пулĕ. Кĕçĕн хĕрĕ — 3 çулти Варя аслисенчен пĕр шит юлмасть, хыçранах çÿрет. Амăшĕ Наталья Геннадьевна почтальон пулса ĕçлет. Шăплатран Пысăк Енккассинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмне ĕçе час-часах çуранах çÿрет. Хăй вăл Шупашкар районĕнчен, тĕп хулари çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Вениамин Витальевич, Шăплатра çуралса çитĕннĕскер, Урнарти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ытти арçынсем пекех ДОСААФ­ра водителе вĕреннĕ, салтак тивĕçне пурнăçланă. «Шибулатовский» хуçалăхра водитель, комбайнер пулса тăрăшнă. 1994 çулта çĕр пайĕсене уйăрса панă вăхăтра 5 пайпа уйрăлса тухса фермер ĕçне пуçăннă пулнă вĕсем çем­йипе. Унтанпа сахал мар вăхăт иртрĕ пулин те, çĕр ĕçĕ çăмăл мар пулин те, Вениамин Витальевичпа Наталья Геннадьевна паянхи кун та суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнмаççĕ, ачисене ура çине çирĕп тăратас тесе тăрăшаççĕ.

Наталья Геннадьевнăпа Вениамин Витальевич тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ. Çĕр çинче ĕçлемелли пĕтĕм техника та пур вĕсен. Выльăх-чĕр­лĕхĕ те сахал мар, сăвакан 4 ĕне, вăкăрсем.

Ялта купăстана пурте кас­ма пуçламан-ха, пуçĕсем лайăхрах хытса çитессе кĕтеççĕ. Андреевсем хальлĕхе пĕр машина купăста касса тиесе хунă-ха, часах ăна курттăммăн сутса яма хатĕрленеççĕ. Шăплатсен пахчаçимĕçĕ ытларах тутарсене тăрантарать. Яланхи, шанчăклă клиентсемпе ĕçлеме тăрăшаççĕ вĕсем.

Малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр вĕсене.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.



Районная газета "Херле ялав"
24 октября 2019
08:39
Поделиться