Следстви пайĕ – шалти ĕçсен органĕсен тĕп шăнăрĕ
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен органĕсен мĕнпур сотрудникĕсем пекех муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем те хăйсен професси уявне — Полици кунне – паллă тăваççĕ.
Çак професси çыннисем тÿрĕ кăмăллă тата принциплă пулнипе, тивĕçе тата тăван çĕршыва чунтан парăннипе палăрса тăраççĕ. Вĕсен пурнăç тата сывлăх тĕлĕшĕнчен теветкеллĕхпе çыхăннă çăмăл мар ĕçĕ республикăра, районсенче пурăнакансен хăрушсăрлăхне шанчăклăн тивĕçтерме май парать. Районти шалти ĕçсен пайĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем пур сотрудникăн тÿрĕ кăмăллă та тăрăшуллă ĕçĕнчен йĕркеленеççĕ. Çав-çавах та пур коллективри пекех маттуртараххисемпе пултаруллисем хăйсен тăрăшулăхĕпе, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çакăн пек ĕçченсенчен пĕри вăл муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ — следстви пайĕн начальникĕнче вăй хуракан юстици подполковникĕ Сергей Яковлевич Корнилов /ÿкерчĕк çинче/. Вăрмар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче 1996 çулта следовательтен пуçланă вăл хăйĕн ĕç биографине. Служба вăхăтĕнче Сергей Яковлевич çултан-çул пысăк квалификациллĕ юрист тата яваплă сотрудник пулнине çирĕплетсе пырать. Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи следстви ĕçне ертсе пынăран пухнă пуян опыта кура уголовлă право тата уголовлă процесс, суд ĕçне, криминологипе криминалистика енĕпе тарăн пĕлÿллĕ, шыври пулă пекех тейĕн. Уголовлă ĕçсене тĕпчесе уçса палăртассин тактикипе методикине аван пĕлни, айăпланакансем мĕнле утăмсем тума пултарнине палăртма, следстви пайне ертсе пыма, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пултарни ăна ĕçтешĕсем хушшинче уйрăмах сум кÿрет. Тепĕр майлă каласан, ĕçре авторитет. С.Корнилов яланах хăйĕн професси ăсталăхне, тавра курăмне ÿстерессипе тăрăшать.
Сергей Яковлевич Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1993 çулта ялти шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. 1993-1995 çулсенче вăл çар тивĕçне пурнăçланă. Салтакран таврăннăскер РФ Шалти ĕçсен министерствин юридици институчĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕрет. Икĕ çул очно вĕреннĕ хыççăн Вăрмар районĕнчи шалти ĕçсен пайне следователь пулса ĕçлеме вырнаçать, çав вăхăтрах заочно пĕлĕвне малалла тăсать. Çапла 2001 çулта юрист дипломне алла илсе чăн-чăн следователь пулса тăрать.
Унăн ĕç пÿлĕмĕнче тем хулăнăш уголовлă ĕçсем, кашнин хăйĕн шăпи темелле, пурне те вăхăтра тĕпчесе çитермелле... Стена çинче илемлĕ рамкăра çакăнса тăракан РФ Шалти ĕçсен министрĕ В.Колокольцев Сергей Яковлевич ячĕпе çырнă Тав хучĕ унăн ĕçне тивĕçлипе хакланине тепĕр хут çирĕплетет.
Мăшăрĕпе Татьяна Владимировнăпа /вăл та нумай çул следовательте ĕçленĕ/ пĕрле 3 ача çитĕнтереççĕ: Софья, Дарья, Андрей.
Э.МИХАЙЛОВА.