Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Тăван çĕр пирĕншĕн чи пахи, унта ура çине çирĕп те шанчăклă тăма пулать», –

тесе калаççĕ Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимирпа Николай Ивановсем. Икĕ пĕртăван районти малта пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсене ертсе пыраççĕ. Тăван çĕре, хамăр тавралăха юратнăранах пулĕ ĕнтĕ вĕсем çĕр ĕçĕпе вăй хума тытăннă. Çакă вĕсенче ачаранах пыракан туртăм тесен те йăнăшмастăп пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем.

IMG 4747Тикаш ялĕнчи Зоя Ильиничнăпа Анатолий Иванович Ивановсен йышлă ачаллă çемйинче çи­тĕн­нĕ вĕсем – 4 ывăл та 2 хĕр. Чи асли Люба – ялтах ĕçлесе тивĕçлĕ канă­ва тухнă. Рита - Шупашкарта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче вăй хурать. Николай ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чă­ваш ял хуçалăх институтне /халĕ академи\ вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăнах вăл тă­ван яла килсе бригадирта ĕçлеме тытăннă. 4 çул тăрăшнă хыççăн «Тегешевский» хуçалăха ертсе пынă, çакăнтан туйса илнĕ те ĕнтĕ вăл руководитель ĕçĕн яваплăхне. 2001 çулта ăна райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн начальникне лартаççĕ. Кунта пĕр вăхăт тăрăшнă хыççăн тăван колхоза каялла таврăнать. Хĕрлĕçыр ялĕпе Тикаш ялне пĕрлештерсе йĕркеленĕ «Пучах» тулли мар яваплă обществăн директорĕ пулса тăрăшать. «Пурнăç урапи пĕр тикĕс кусмасть», - тенĕ пек пурнăçĕ улшăннă май ку хуçалăх панкрута тухать. Ун хыççăн, 2006 çулта, шăллĕпе Вовăпа пĕрле ĕçлеме тытăнаççĕ. Пĕр вăхăт пĕрле тăрăшнă хыççăн икĕ пĕртăван икĕ хуçалăх йĕркелесе яма шухăшлаççĕ. Çапла вара 2012 çулта «Иванов Н.А» хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленсе ĕçе пуçăнать. Нимĕн те çукран пур тăвасси çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ Н.Ивановăн. Николай Анатольевич 2017 çулта «Семейная животноводческая ферма» прог­раммăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илсе 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх çĕнĕ вите хăпартма тытăннă. Грантпа тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса ял хуçалăх техники, тырă авăртса выльăх апачĕ хатĕрлемелли оборудовани туяннă тата 90 пуç мăйракаллă шултра çамрăк выльăх илсе килнĕ.

Кăçалхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче вара çак вите хута кайнине официаллă майпа чаплă лару-тăрура уçрĕç. Кĕçех 100 пуç выльăх хăтлă витере вырăн тупĕ. Вĕсемсĕр пуçне хуçалăхра сурăхсем те пур.

Ивановсем хальлĕхе 700 гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ. Унта вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ÿсекен курăксем тата ыттине те çитĕнтереççĕ. Николай Анатольевичăн вăйлă тĕрекĕсем хальхи вăхăтра – ывăлĕсем. Мăшăрĕпе, Людмила Николаевнăпа, виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсем хăйсене хăйсем ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Ашшĕн «сылтăм алли» вара Иван Николаевич. Ачаранах çĕре, ĕçе юратса çитĕннĕскер пур ĕç майне те пĕлет. «Малашлăха витĕр курма пĕлет», - теççĕ ун пирки пĕрле вăй хуракансем. Ашшĕн ĕçне малалла тăсакансем ывăлĕсем тесе çирĕплетсех калама пулать. Иванов­сем малашлăха çирĕппĕн пăхаççĕ, тĕл­левĕсем те анлă.

Зоя Ильиничнăпа Анатолий Иванович Ивановсен тепĕр ывăлĕ Владимир. Вăл çамрăк пулин те пĕр хăрамасăр районти юхăнса пĕтме пуçланă «Арабоси» агрофирмăна хăй çине «тиесе» ĕçе пуçăннă. Малтанхи йывăрлăхсене пăхмасăр, вĕсем çинчен аса илмесĕр, паянхи кун «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ районта чи лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Çитĕнÿ патшалăх пулăшăвĕсĕр пулман, «2012-2014 çулсенче хресчен-фермер хуçалăх никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье фермине аталантарас» программăна хутшăнса 5 млн. тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак сумма çумне хăйсем ĕçлесе тунă укçи-тенкине хушса юхăнса пĕтме пуçланă витене тĕп­рен юсаса çĕнетсе мăйракаллă шулт­ра выльăхсем туяннă. Унсăр пуçне ĕçре куллен кирлĕ тĕрлĕрен çĕнĕ оборудовани туяннă. 2017 çулта «Семейная животноводческая ферма» прог­раммăна хутшăнса 10,0 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илсе укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă. Акă, тĕслĕхрен, 2018 çулта ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпе 3506 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене 2560 гектар çинче туса илнĕ, çав шутра вăрлăхлăх кукуруза 300 гектар йышăннă, 100 гектар çинче хĕвелçаврăнăшĕ, 204 гектар — горчица /сарă пăрăç/, 960 гектар çинчен нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтерсе пухса кĕрт­нĕ. Уй-хирте акса çитĕнтернисене вĕ­сем ĕне-выльăх витĕр кăлараççĕ.

IMG 6959Мăйракаллă шултра выльăхăн сĕ­чĕ­пе ытти продукчĕсем чĕлхи çинче темелле. Выльăх апатне те хуçалăхра кашни çулах ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе Мускав таранах палăрнă. Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче /ВДНХ\ «Ылтăн кĕр­кунне» ятпа иртнĕ Раççейри агропромышленноçăн «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен чи лайăх çемье ферми» номинацире кăçал иккĕмĕш хут кĕмĕл медале тивĕçрĕç.

Паянхи куна хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 482 пуç, вĕсенчен сă­вакан ĕне – 221, ыттисем çамрăк пăрусем.

«Иванов Н.А.» тата «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕсенче иккĕ­шĕнче те ĕçе пĕлсе те вăхăтра пурнăçлани куç умĕнче. Икĕ хуçалăх руководителĕ те хăйсен вăйне шанса ĕçлеççĕ, пуçăннă ĕçе ырана хăвармасăр тăрăшаççĕ. Çавăнпа та вĕсен çитĕнĕвĕсем куç умĕнче. Вĕсен ĕçĕнчен районăн экономикипе социаллă аталанăвĕ те нумай килнине пурте ăнланаççĕ. Апла вĕсене ĕçре ăнăçу пултăр. Ивановсем хăюллă, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем пулни вĕсен ĕçĕнченех палăрать.

Ивановсен тепĕр икĕ ывăлĕ йĕкĕрешсем – Ле­вăпа Олег. Лев Анатольевич Шупашкар хулинче хăй пĕр фирма йĕркелесе строительство материалĕсем сутать, çем­йипе çак хуларах пурăнать. Олег Анатольевич хальхи вăхăтра «Газпром газораспределение г.Чебоксары» АО Куславккари филиа­лĕн Вăрмарти газ участокĕн начальникĕнче вăй хурать.

Шел пулин те, Зоя Ильиничнăпа Анатолий Иванович паянхи кун ачисен пултарулăхĕпе савăнса пурăнаймарĕç. Ашшĕ-амăшĕн пилĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ачисем çине куçнишĕн, тен, вĕсем те савăнаççĕ. Пурнăç илемне чун-чĕрипе туякан, кун-çул уттипе çирĕп утакан, пархатарлă ачасем çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн вĕсем мухтава тивĕçлех. Амăшĕ ачисене: «Ĕмĕр пĕрре килет, çавăнпа ăна йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Вăхăта усăсăр, тĕллевсĕр пурăнса ан ирттерĕр», - тесе вĕрентсе каланине ачисем манманни куç умĕнче.

«Ял аталанăвĕ – çирĕп çемьере» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. 

Проект авторĕ Э.Михайлова, кăларăма А.Николаева хатĕрленĕ.



Районная газета "Херле ялав"
22 ноября 2019
15:05
Поделиться