Вăрмар районĕнче икĕ ФАП уçăлчĕ
Уйăхсерен республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Яваплă должноçра ĕçлекенсем ял-хуласене тухса çÿресе вырăнти халăхпа тĕл пулаççĕ, çынсем патне хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан информацине çитереççĕ, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ.
Акă хальхи юнкун та Вăрмар районĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Н.Косулин, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.
Кун йĕркинче тĕрлĕ темăсем пулчĕç: 2019 çулта Чăваш Республикинче «Экологи» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пыни; республика территорийĕнче пурăнакан граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси; 2019-2020 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта уйрăм кил-çуртсенче тата хваттерсенче газ оборудованийĕпе усă курнă чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес мерăсем пирки; банксен карттисемпе, мобильлĕ çыхăну хатĕрĕсемпе усă курса, Интернет урлă тăвакан ултавлă ĕçсенчен асăрханасси; республикăри ял, хула тăрăхĕсенче йĕркене пăснине профилактикăлас тĕлĕшпе ĕçлекен канашсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Асăннă ыйтусене Вăрмар хула, Энĕшпуç, Арапуç, Энтрияль, Пинер ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе сÿтсе яврĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕ районта пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе пуянланчĕ. Чи малтанах информушкăн членĕсем Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Андреева Чупай ял тăрăхĕ республикăри 1100 çын таранччен пурăнакан ял, хула тăрăхĕсем хушшинче 2018 çулта ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă ятпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Дипломĕпе чысларĕç. Унтан вĕсен ĕç кунĕ районти ял тăрăхĕсенче малалла тăсăлчĕ.
ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина Энтрияль, Пинер ял тăрăхĕсенче çĕнĕ йышши модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнă ятпа ирттернĕ чаплă мероприятисене хутшăнчĕç. Энтриялĕнче те, Пинерте те савăнăçлă самант ял халăхне йышлă пуçтарчĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Медицинăпа санитарин малтанхи пулăшăвне кÿрес тытăмăн аталанăвĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн уçăлнă вĕр-çĕнĕ ФАПсем хĕвел çинче хăйсем те хĕвел пекех ялтăртатса, куçа илĕртсе ларчĕç.
Информушкăн членĕсем кунти ял тăрăхĕсенче пурăнакансене паллă пулăмсемпе ăшшăн саламларĕç. Тин кăна уçăлнисемпе пĕрле халĕ районта пурĕ çĕнĕ йышши 8 ФАП пулнине каларĕç. Яллă вырăнсенче хальхи пурнăç шайĕпе туллин килĕшсе тăракан ФАПсем хута кайни çынсене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтерме, халăх сывлăхне çирĕп тимлесе тăма май панине, çакăн валли кунта мĕнпур условисем çителĕклине, кирлĕ оборудовани пуррине палăртрĕç. Чăнах та çапла ĕнтĕ. Ахальтен мар ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев та Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ФАПсен пĕлтерĕшĕ пирки асăнса хăварнă.
ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ячĕпе, ЧР Министрсен Кабинечĕ ячĕпе саламланă май 2019 çулта Чăваш Енре 26 ФАП хăпартма палăртнине, çакăн валли республика бюджетĕнчен 110 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнине, паянхи кун тĕлне палăртнă ĕçсем вĕçленсе пынине пĕлтерчĕ.
Район больницин тĕп врачĕ Н.Светлова Энтриялĕнчи ФАП заведующине Е.Романовăна тата Пинерти ФАП заведующине Г.Черновăна хăйсен тивĕçĕсене ăнăçлăн, яваплăн пурнăçлама ырă кăмăл-туйăм, хавхалану сунчĕ. Яваплăхĕ вара вĕсен пĕрре те сахал мар тесе калас килет, мĕншĕн тесен Энтриялĕнчи çĕнĕ ФАП энтрияльсене кăна мар, Шутнерпуç, Уйкас ялĕсенче пурăнакансене те — 480 яхăн çынна — медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ, Пинерти ФАП — 600 ытла çынна.
Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский тата Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Филиппова çĕнĕ ФАПсене кĕске вăхăтра хăпартса лартма пулăшнăшăн республика, район руководствине, çавăн пекех строительсене тата çак ĕçе активлă хутшăннă мĕнпур çынна ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ячĕпе пысăк тав сăмахĕ каларĕç.
Ăшă сăмахсем те, парнесем те сахал мар пулчĕç вăл кун. Официаллă пай яваплă çынсем хĕрлĕ хăйăва касса ФАПсем уçăлнине пĕлтернипе вĕçленчĕ. Унтан пурте пĕрле ФАПсене шалтан кĕрсе курчĕç, кунти лару-тăрупа паллашрĕç. Туррăн Таса Амăшĕн Хÿтлĕхĕн /Покров\ Пăртасри чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн Степанов протоиерей ФАПсенчи пÿлĕмсене çветтуй шывпа сапса тасатрĕ. Кăмăл тăвакансем фельдшерсене хăйсен юн пусăмне виçтерме пултарчĕç. ФАПсем умĕнче вара чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ — вырăнти артистсем илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç.
И.ДАНИЛОВА.