Урнарсем çĕнĕ кĕнекен презентацине анлăн паллă турĕç. Уява мăнаçлă, ял гимнĕпе уçрĕç.
Урнарти клуба халăх йышлăн пухăнчĕ. Вĕсем тахçантанпах кĕтнĕ çĕнĕ кĕнекене алла илме, урнарсен ял историйĕпе паллашма, ăна пахалама васкарĕç. Ку кĕнекене авторĕсем: Урнар шкулăн хисеплĕ вĕрентекенĕ, чăваш писателĕсен союзĕн членĕ, Алексей Талвир ячĕпе хисепленекен литература премийĕн лауреачĕ, Тикаш ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Германович Матвеев, Урнар шкулĕнче 40 çул ытла кĕçĕн классене вĕрентнĕ ялти хисеплĕ вĕрентекен Анастасия Федоровна Русскова, Канаш хулинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Урнар хĕрĕ, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Надежда Викентьевна Максимова Урнар ялĕ 270 çул тултарнине халалланă.
Геннадий Германович кĕнекепе пĕрле ял çыннисене Ял Гимнне парнелерĕ. (Сăввине те кĕввине те хăех хатĕрленĕ). Чи хумхануллă самант - залри çынсем ура çине тăрса, пурте пĕр саслăн клубри артистсемпе пĕрле ял гимнĕпе уява уçрĕç.
Кĕнекене курма, хак пама аслă çулти çынсем, районти тĕрлĕ ялсенчен те килни çамрăксене савăнтарчĕ те тĕлĕнтерчĕ. Хисеплĕ ватăсем калаçнине тимлĕн итлесе ларнă май вĕсене «çÿрекен энциклопедисем» тесе хакларĕç. Регина Захаровна (Çиçтепе), Галина Германовна (Вăрмар поселокĕ), Валентина Александровна (Саруй ялĕ), Джульета Станиславовна кĕнекене пысăк хак пачĕç, авторсене чĕререн тав туса, пуçланă ĕçне малалла тăсма сĕнчĕç. Геннадий Германовичпа Галина Германовна Урнар ял библиотекине тин кăна тухнă çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕç. Презентацине илемлĕ юрăсемпе хавхалантарса пыраканĕ халăх фольклор ушкăнĕ САРНАР пулчĕ, чуна савăнтарса уяв кăмăлне çĕклекенĕ - Н.Константинов купăсçă.
Уява пухăннисем çĕнĕ кĕнекесемпе, çĕкленÿллĕ кăмăлпа хăнасемпе сывпуллашрĕç, мероприятине йĕркелекенсене тав сăмахĕ каларĕç.
Сар хĕвел çĕнĕ кун ячĕпе
Ыр сунса саламларĕ яла.
Асатте, аттесен çулĕпе
Урнар ялĕ утать малалла.
Ĕнĕш шывĕ, çаран, уй-вăрман-
Савнă вырăн, тăван ял Урнар.
Пурнăç шавĕ кĕрлетĕр ялан,
Туслăн çутă шанăçпа пурнар.