Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăвăрăн шухăш-кăмăла пĕлтерме пултаратăр

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2020 çулта ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухма хатĕрленет. Ăна валли материалсене пухас ĕç пуçланнă та ĕнтĕ. Яланхиллех тĕп документра ЧР Правительствин ĕç-хĕлне çутатса парĕç, ЧР Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен çитес тапхăрсенчи, пуласлăхри тĕп тĕллев­сем пирки палăртса хăварĕç. Çырура яланхиллех халăхăн сĕнĕвĕсене ытларах шута илме тăрăшаççĕ, обществăлла организацисен витĕмлĕхне те тĕпе хума ыйтаççĕ. Халăхăн пурнăç условийĕсен шайне лайăхлатас тесессĕн мĕн çине тимлĕх ытларах уйăрмалла? Ку е ытти ыйтусем хăйсен хуравĕсене тупĕç.

Мĕн кĕртсе хăварнă пулăттăр эсир те асăннă Çырăва? Хăвăрăн шухăш-кăмăлăр пирки çак адреспа çырса пĕлтерме пултаратăр: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт. Электрон адресĕ: e-mail: analit2@cap.ru «Для подготовки Послания» тесе паллă тумалла.



Районная газета "Херле ялав"
14 января 2020
09:35
Поделиться