Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Полицейскисем те Хĕл Мучи пулаççĕ

Полицейскисем те Хĕл Мучи пулаççĕ

Çĕнĕ çулхи уявсен кунĕсенче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем Вăрмар поселокĕнче «Полицейский Дед Мороз» акци ирттерчĕç.

Хĕл Мучипе Юр Пике тумĕсем тăхăннă полици сотрудникĕсем çуран çынсене те, автотранспортпа пыракансене те чарса çул-йĕр çинче яланах тимлĕ пулмаллине аса илтерчĕç. Çуран çынсене çул урлă ятарлă вырăнсенче кăна каçнăшăн, водительсене правилăсене пăхăнса çÿренĕшĕн мухтарĕç. Çĕнĕ çул уявĕпе саламласа ачасене пылак кучченеçсемпе — шоколадпа, канфетсемпе — сăйларĕç, аслисене тĕттĕмре çутатакан значоксем парнелерĕç.

Урамра Хĕл Мучипе Юр Пикене тĕл пулни пуриншĕн те савăнăç, вĕсен сăнарĕсене полици сотрудникĕсем выляни вара тата интереслĕрех. Çавăнпа пулĕ иртсе çÿрекенсем вĕсемпе тулли кăмăлпа калаçрĕç, пĕрле тăрса сăн ÿкерттерчĕç. Автомашинăсемпе пыракансем те хаваслăн алă сулламасăр иртсе каймарĕç.

И.ДАНИЛОВА.



Районная газета "Херле ялав"
14 января 2020
13:34
Поделиться