Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление с Днем российского студента

Хаклă туссем!

Сире Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Студент ҫулĕсем – пурнăçри ытарми, маннăçми тапхăр. Çак вăхăтра кашниех мĕн те пулин çĕннине уçма ĕмĕтленет, хăюллă шухăшсемпе хавхаланать тата умри тĕллевсем еннелле пуçламăш утăмсем тăвать.
Пирĕн студентсем харсăр, пултаруллă тата пуçаруллă. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕренĕве общество тата пултарулăх ĕçĕпе, спортпа, хăй ирĕкĕпе тăвакан ырă ĕç-хĕлпе ăнăçлă çыхăнтарать, тĕрлĕ шайри меропри¬ятисемпе конкурссенче регион чысне тивĕçлĕн хÿтĕлет. Çавăнпа та çирĕп тĕллевлĕ çамрăксем ĕç рынокĕнче уйрăмах кирлĕ пысăк ăсталăхлă специалистсем пулса тăрасси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр.
Уяв ячĕпе саламалса сире иксĕлми вăй-хал, çĕкленÿллĕ кăмăлпа хастарлăх, ырă та ҫутӑ пуçарусене пурнăçлама ăнăçусем сунатпăр!

Вăрмар район пуçлăхĕ                                                    М.А. Пуклаков

Вăрмар район  администрацийĕн пуçлăхĕ                      А.В. Васильев

Дорогие друзья!

От всей души поздравляем вас с Днем российского студенчества! 

Студенческие годы – один из незабываемых периодов в жизни. Это время открытий, смелых идей, начала воплощения важных замыслов.

Студенческая молодежь района активна, талантлива, инициативна. Многие успешно совмещают учебу с общественной, творческой, спортивной, добровольческой деятельностью, с честью представляют наш регион на мероприятиях и конкурсах различного уровня. Убеждены, что целеустремленные молодые люди станут высококлассными специалистами, востребованными на рынке труда.

Поздравляя вас с праздником,  желаем неисчерпаемой энергии, хорошего настроения, задора, удачи в осуществлении добрых и светлых начинаний!

 

Глава Урмарского района                                               М.А. Пуклаков

 

Глава администрации Урмарского района                     А.В. Васильев 



25 января 2020
08:05
Поделиться