Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Астăвăмпа мухтавлăх çулне уçрăмăр

Астăвăмпа мухтавлăх çулне уçрăмăр

Чупай пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  шкулта  Астăвăмпа мухтавлăх çулне уçнине халалланă уяв иртрĕ.

Экран çинче Чупай ял тăрăхĕнчен Аслă вăрçа тухса кайнă салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсем. Тунсăхлă кĕвĕ янăрать. Уява пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Никифорова Людмила Федоровна уçать.

- Вăрçăра пуç хунисене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытар. Хаяр вăрçă çулĕсем  мĕн чухлĕ куççуль, асап илсе килмен-ши? Вăрçăн асапĕ кашни киле кĕнĕ. Фронтра çапăçакансем  çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсен кун-çулне те хĕрхенмен. Тылра  ĕçлекенсене те çăмăл пулман. Пĕтĕм халăх кар тăрса тăшмана  аркатнă. Аслă Çĕнтерĕве -75 çул.Чи ырă ĕçсем туса кĕтсе илер Аслă уява,- терĕ Людмила Федоровна.

Ун хыççăн шкулта вĕренекенсем «Никама та манман, нимĕн те манăçман, паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав» литературăпа кĕвĕ композицийĕ кăтартрĕç. Ертсе пыраканĕсем:  Цыфаркина Л.А., Егорова Л.В., Петрова Н.Г. Куракансем куççулленсе пăхса  ларчĕç. Чупайри тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Астăвăмпа мухтавлăх çулне халалланă ĕçсене хастар хутшăнаççĕ.

ФОТООТЧЕТ



МБОУ "Чубаевская ООШ"
30 января 2020
14:56

Управление образования и молодежной политики администрации Урмарского района

Поделиться