Чун туртсан ĕçлес килет, ĕçĕ те ăнăçать
«Почтальона кĕтсе алăксене уçăр, почтальона хирĕç йăл кулăр!» — почтальонсен ĕçĕ-хĕлне сăнлакан паллă юрăн йĕркисене вырăсларан чăвашла çапла куçартăм. Кашни профессин хăйĕн уйрăмлăхĕ вĕт, ман йывăр та, сан çăмăл темелли çук. Чи кирли — чун туртни. Чун туртсан ĕçлес килсе тăрать, ĕçĕ те кал-кал пулса пырать.
Çыннăн ĕçĕ тепĕрне курăнмасть теççĕ. Эпир те, айккинчи çынсем, почтальон ĕçне шалтан пĕлместпĕр. Вăл вара чăнах та яваплă.
Акă, тĕслĕхрен, Вăрмарти почтамтăн Тикашри çыхăну уйрăмĕ виçĕ ялпа ĕçлет — Тикаш, Хĕрлĕçыр, Çĕнĕ Вĕренер. Почтальонĕсем те виççĕн: Альбина Алексеевна Иванова, Галина Николаевна Митрофанова, Галина Геннадьевна Воробьева. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ пулса вара Оксана Геннадьевна Черкасова вăй хурать.
Вăл кунта нумай пулмасть кăна ĕçлеме пуçланă пулин те çыхăну уйрăмне килсе çÿрекенсем унăн тăрăшулăхне палăртма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çакна почтăна çутçанталăк газĕпе, электроэнергипе усă курнăшăн тÿлеме килнĕ çынсем çирĕплетсе каларĕç, Оксана Геннадьевна çыхăну уйрăмне килекен кашни çынпа тарават пулнине, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме васканине пĕлтерчĕç.
Сăпайлă пулнăран хăй пирки калаçасшăнах пулмарĕ Оксана Геннадьевна, сăмаха урăх еннелле куçарса ячĕ. Унччен кунти çыхăну уйрăмĕнче начальникре 40 çула яхăн ĕçленĕ Лидия Ивановна Ильина пирки калаçу пуçарчĕ, хисеплĕ Лидия Ивановна пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулнине каларĕ.
Почтальонсем пирки калас пулсан, чи нумай ĕçлекенни вĕсенчен Альбина Алексеевна. 24 çул ĕнтĕ вăл йывăр сумккине йăтса хăнăхнă сукмака такăрлатать — участокĕ Çĕнĕ Вĕренерте пулнăран унта пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Галина Николаевнăн участокĕ — Хĕрлĕçырта. Çыхăну уйрăмĕнче 2011 çултанпа ĕçлет вăл. Тикашри, чи пысăк участокри, почтальон вара — 2014 çултанпа вăй хуракан Галина Геннадьевна.
Акă мĕн калать вĕсем пирки почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕ Оксана Геннадьевна: «Пирĕн коллектив питĕ туслă, почтальонсем ĕçчен. Уйрăмах çырăнтару тапхăрĕнче хастар вĕсем, плана тултарассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ, çавăнпа вĕсене пурте хисеплеççĕ».
Хăш-пĕр çынпа тĕл пулса калаçни шăрăх çанталăкра пĕр курка сивĕ шыв ĕçнĕ пекех. Тикашри çыхăну уйрăмĕнчи ĕçченсемпе те çаплах пулчĕ. Уçă кăмăллă, хастар, вашават — çапларах хаклас килет ман вĕсене. Тахçанах пĕлекен çынсем пек ăшшăн калаçрĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Ытти мĕнпур почтальонсем пекех тикашсем те çын кăмăлне тивĕçтерессине мала хураççĕ. Периодика кăларăмĕсене çырăнтараççĕ, электроэнергишĕн, çут çанталăк газĕшĕн пухăнакан тÿлевсене, посылкăсене йышăнаççĕ, кулленхи пурнăçра кирлĕ тавар сутаççĕ. Пенси укçине уйăхсерен валеçесси хăй мĕнле яваплă тата. Çанталăкне пăхмасăрах кирек хăçан та ура çинче почтальонсем, кунне миçе çухрăм парăнтармаççĕ-ши?
Хаçат-журналсенчен хăшне ытларах çырăнса илеççĕ тесе ыйтсан ку вăл район хыпарçи — «Хĕрлĕ ялав» хаçат пулнине пĕлтерчĕç почта ĕçченĕсем. Çакна илтме питĕ кăмăллă пулчĕ.
Паллах, хăш чухне ывăнаççĕ те пуль почтальонсем, кăмăлĕ те пусăрăнчăк пулать пуль. Çавăнпа çак професси çыннисене хисеплесе, çÿлерех çырнă пек, почтальона кĕтсе алăксене уçăр, почтальона хирĕç йăл кулăр...
И.ДАНИЛОВА.