Тытăнсан – туман ĕç çук
«Кил-çурт пулсан çемье телейлĕ», - теççĕ халăхра. Кил-çурта хăтлăх кĕртме вара район территорийĕнче 2004 çултах ĕçе пуçăннă «Уют» тулли мар яваплă общество халăх ыйтăвне кăмăлпах тивĕçтерет. Предприяти руководителĕ — Игорь Михайлович Федоров.
Эпĕ вĕсем ĕçлекен çĕрелле утнă вăхăтра пĕр автомашина мана хирĕç килетчĕ. Руль умĕнче общество руководителĕ ларса пыратчĕ. Мана курсан автомашинине чарчĕ те: «Пирĕн пата-и? Каçарăр та, манăн вăхăт çук-ха, аякри çула кайма тухрăм. Кайăр, эсир мĕн пĕлесшĕн пулнине унти рабочисем веçех каласа парĕç», – терĕ.
Ĕç шавĕ кĕрлесе тăракан цехра Евгений Романов, Николай Егоров, Алексей Васильев /ÿкерчĕк çинче/ пĕр чертежпа паллашатчĕç. Ахăртнех, пĕр-пĕр çыннăн саккасне пурнăçлас тесе тăрăшаççĕ пулмалла. Сывлăх суннă хыççăн калаçу çăмхи сÿтĕлме тытăнчĕ. «Пирĕн руководитель пултаруллă, çавăнпа та ĕç-пуç малалла каять темелле пуль. Унăн ĕçри опычĕ те пуян. Халĕ вăл ăна пире хăнăхтарать. Çавăнпа та эпир чылай çул унпа юнашар вăй хуратпăр. Пире ĕçре яланах пулăшса пырать. Хăш ĕçне мĕнлерех тумаллине куç хупса пĕлекен, ырă кăмăллă та пултаруллă руководитель вăл. Эпир ытларах саккассемпе ĕçлетпĕр. Кама мĕн кирлĕ - çавна ăсталама пултаратпăр. Тытсан – туман ĕç çук: кухньăна кирлĕ сĕтел-пукан тата кухня гарнитурĕ, алăк кукри валли пĕчĕк купе-шкапсем, çывăрмалли пÿлĕм валли те мĕн кирлине ăсталатпăр. Телевизор е ытти аппаратура лартмалли хальхи йышши сĕтел-пукан та ăсталама пултаратпăр», – теççĕ кăмăллăн çамрăксем. Николай Егоров ку предприятинче 2013 çултанпа, Евгений Романов - 2010, Алексей Васильев 2017 çултанпа вăй хураççĕ. Ĕçлес текенсем валли, таçта кайса çÿремесĕрех, вырăнтах ĕç тупма май пур. Кунта ĕçленĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмеççĕ. Çапла пулмасăр, укçи-тенкине тÿлесен, ĕçлеме услови пулсан çынна урăх мĕн кирлĕ. Цехра ăшă, кăнтăрла апат ăшăтса çиме микроволновка та пур. Кĕскен каласан, ĕçле те ĕçле, ан ÿркен кăна, условисем çителĕклĕ. Хăйсем те мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Акă, калаçса тăнă хушăрах Е.Романовпа Н.Николаев ĕçпе хăвăрт кăна таçта кайса килчĕç. Алексей Сергеевичпа сăмаха малалла тăсрăмăр, вăл виçĕ çул кăна ĕçлет-ха кунта. Чулкас ялĕнчен çÿрет. «Салтакран таврăнсан таçта ĕç шыраса çÿремерĕм, кунта килтĕм те ĕçлеме тытăнтăм, коллектив лайăх йышăнчĕ. Мĕн пĕлменнине вĕрентсе пыраççĕ. Çемьепех пурăнас килет, ачасем те пур. Мана кунта ĕçлеме килĕшет. Предприяти аталанса пырсан татах та ĕçлеме кăмăллă», – терĕ А.Васильев. Ку çамрăксем пирки ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă, тесе калас килет. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать тенĕ пек кунта ĕçленипех мĕн кирлине туянса майлаштарса пурăнаççĕ ÿркенмен ăстасем.
А.НИКОЛАЕВА.